Вĕрентÿ

23 Çурла, 2021

Чăваш çамрăкĕсем ăслисен вăййинче мала тухнă

Çамрăксен «iВолга» форумне Чăваш Ен делегацийĕ те хутшăннă.

Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче чемпионатăн округри тапхăрĕ дистанци мелĕпе иртнĕ. «Что? Где? Когда?» вăйăра республика чысне «Пупсики» команда /Сергей Бедов, Дмитрий Драндров, Владимир Лялькин, Антон Андреев, Татьяна Логвинова, Роман Николаев/ хӳтĕленĕ. Пирĕн маттурсем 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

ww.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ

23 Çурла, 2021

Финал Шупашкарта иртĕ

НТИ.Junior Пĕтĕм Раççей Олимпиадин финалне Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕнче ирттерме палăртнă.

Ачасем 4 ушкăнра ăмăртĕç: «Пурăнмалли вырăн технологийĕсем», «Роботсен тĕнчин технологийĕсем», «Тĕнче уçлăхĕн технологийĕсем» тата «Виртуаллă тĕнче технологийĕсем». Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем конкурсăн суйлав тапхăрне хутшăнма https://junior.ntcontest.ru/ сайтра заявка пама пултараççĕ.

16 Çурла, 2021

Цифра экономикине вĕрентĕç

Çурла уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче Шупашкарта «Цифра экономикин технологийĕсем пурин валли те» лекцисен ярăмĕ иртет.

Философи наукисен кандидачĕ, ИНИОН РАН информатика проблемисене тĕпчекен центр ертӳçи Юрий Черный пĕтĕмпе 6 лекци ирттерĕ. Вĕсенче Тăваттăмĕш промышленноç революцийĕ /цифра экономики/, пысăк даннăйсем, искусственнăй ăс-хакăл тата ытти çинчен калаçĕç. Лецисене тĕрлĕ ӳсĕмри тата профессири çын хутшăнма пултарать.

Мероприяти Наци библиотекин акт залĕнче 15.00-17.30 сехетсенче иртет. Библиотекăн Youtube-каналĕнче те тӳрĕ эфирта курма пулĕ.

16 Çурла, 2021

Шкулсенче медиакласс йӗркелессипе семинар иртрӗ

Паян Валентина Чаплина ячӗллӗ вулавӑшра "Хальхи шкулти медиакласс" семинар иртрӗ. Унта Мускаври НАШпресс агентство ертӳҫи Татьяна Михайлова килсе ҫитнӗ.

Мероприятире ҫавӑн пекех ЧР Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина, ЧР вӗрентӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин, республикӑри тӗрлӗ шкул представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

13 Çурла, 2021

«Пурнăçа хывнă çул – кашни ача валли»

Çакăн пек ят панă кăçал вĕрентӳ ĕçченĕсен çурла уйăхĕнчи конференцине. Вăл паян И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче иртрĕ.

Йăлана кĕнĕ конференцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева, республикăри аслă шкулсен ректорĕсем тата, паллах, шкул директорĕсемпе учительсем хутшăнчĕç.

Pages