Вĕрентÿ

24 Пуш, 2023

17 пине яхăн ача кăçал республикăра парта хушшине пуçласа ларĕ

Çак шутран 8,5 пин  Шупашкарта пурăнать. Заявленисен шучĕ нумаййине кура хăш-пĕр шкулта хушма классем уçĕç.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 1-мĕш класа каякан ачасен ашшĕ-амăшĕнчен заявлени йышăнма тытăнĕç. Çак тапхăр çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен тăсăлĕ.

«Ачана шкула илес умĕн ашшĕ-амăшĕн чылай ыйту сиксе тухать. Вĕсен халĕ интернет уçлăхĕнчи «Госуслуги» портала кĕрсе заявленисен тĕслĕхĕпе паллашма, кирлĕ документсене хатĕрлесе хума вăхăт пур-ха», — тенĕ ЧР вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров.

9 Нарăс, 2023

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паян Трак енре ӗҫлӗ визитпа пулчӗ

Чи малтанах вӑл Трак вӑтам шкулӗнчи этнографи музейӗпе, "Ӳсӗм вырӑнӗ" центрпа паллашрӗ. Трак шкулӗнче вӗренекенсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сетки ҫыхаҫҫӗ.

24 Юпа, 2022

Чи кĕтнĕ кун

Паян Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Ен корпусĕн воспитанникĕсем тупа турĕç. Çак ятпа вĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ.

— Паллах, тупа тунинче пытанакан вăй сире вĕренÿре, хăвăра халалланă ĕçре вăй парса тăрĕ, пулăшса пырĕ. Паянхи уявпа пурне те саламлатăп, малалла çирĕппĕн утма, тĕл пулакан йывăрлăхсене çĕнтерме сунатăп, — терĕ вăл тăван çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисене.

16 Авăн, 2022

Шупашкарти вĕрентекен – Пĕтĕм Раççейри «Тăван чĕлхепе литературин чи лайăх вĕрентекенĕ» конкурс лауреачĕ

Ставрополь крайĕнче иртекен конкурсра Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен килнĕ тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕсем ăмăртаççĕ. Конкурсăн 17 лауреатне палăртнă та ĕнтĕ, çак йышра Шупашкарти 40-мĕш шкул вĕрентекенĕ Александр Степанов та пур.

Куçăн майпа иртекен 1-мĕш турта Александр Марсович «Тăван чĕлхене шкулта анлăлатассин ăнăçлă мелĕсем» темăпа калаçса хăйĕн професси ăсталăхне кăтартнă. Çавăн пекех ачасемпе урок ирттернĕ.

Pages