Вĕрентÿ

18 Авăн, 2015

Вĕçĕ-хĕррисĕр çăлкуç таппи

Литература çулталăкĕ вуникĕ уйăха кăна тăсăлать тенипе килĕшессĕм килмест. Вăл çыннăн илемлĕх туйăмне аталантарма, кăмăл-сипет пуянлăхне çĕклеме, чун тасалăхне тытса тăма вăй-хăват панине шута илсен - литературăпа нихăçан та уйрăлмалла марри пурне те паллă.

17 Авăн, 2015

Ăна вĕрентекен пулма пилленĕ

1972 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Вăрнар районĕнчи Кÿстÿмĕр ялĕ. Ир-ирех ешĕл те лăпкă вăрман хыçĕнче пĕлĕтсем армак-чармак каркаланнă. Тем тĕрлĕ сăнар ÿкерĕннĕ унта: çын кĕлетки те, кайăксем ушкăнпа вĕçни те, ача кÿми туртнă хаваслă мăшăр та... Тата кăштахран пĕлĕт купи явăнса юхнă.

17 Авăн, 2015

«Пур ĕмĕт те пурнăçланать!»

Вĕренÿри тата пултарулăхри çитĕнÿсемшĕн, олимпиадăсемпе конкурссенче çĕнтернĕшĕн кăçалхи февраль уйăхĕнче эпĕ Чăваш Ен Патшалăх Совечĕн депутачĕн Ю.М.Кисловăн стипендине тивĕçрĕм.

17 Авăн, 2015

Саспалли те ăс парать-и?

Ача-пăча пĕчĕкренех нумай пĕлме ăнтăлать. Çавăнпа вулама та часрах вĕренесшĕн. Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Василий Кервенĕн 1500 тиражпа пичетленсе тухнă «Ăс парать сас палли» (редакторĕ - В.Н. Алексеев) хитре ÿкерчĕксемлĕ алфавит кĕнеки ăна çак кăткăс ĕçре лайăх пулăшĕ. Акă, сăмахран:

16 Авăн, 2015

Лицей никама та кирлĕ мар-и?

Шупашкар хула администрацийĕ 4-мĕш лицейре халăх итлевĕ ирттерчĕ. Сÿтсе явнă ыйту - Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци лицей-интернатне, муниципалитетăн бюджет учрежденине, çĕнĕлле йĕркелессин малашлăхĕ.

Pages