Вĕрентÿ

9 Утă, 2015

Илемлĕхе хаклама пĕлекен Кристина

Çиччĕмĕш класран вĕренсе тухнă Кристина Чермакова тăрăшуллă та пултаруллă хĕрача. Шкул маттурĕсен йышĕнче вăл. Викторина-конкурссенче çивĕч ăсĕпе палăрать, спорт ăмăртăвĕсенче те малта. Уйрăмах кĕске дистанцисене чупса хăйĕн хăвăртлăхне пĕрре мар кăтартнă.

7 Утă, 2015

Ачамăрсем сывă та телейлĕ ÿсчĕр

Ачасемпе çамрăксене спортпа туслаштарасси, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасси, çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипечĕпе ăс-тăн аталанăвне ÿнер ырă витĕм кÿни - шăпах çак тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç 2012-2017 çулсенче Ачасен интересĕсемпе пулса пыракан Наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче.

«Ашшĕ-амăшĕ пулма пĕчĕкренех хăнăхтармалла»

7 Утă, 2015

Аттестатсăр-и? Ăна кăçалах илме шанчăк пур!

Шкул пĕтерекенсем Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытни çинчен вулакана пĕлтерсех тăтăмăр. Акă кăçалхи кампани пĕтĕмĕшле хыçа юлчĕ те - пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çитрĕ. Çак сăлтавпа июнĕн 2-мĕ-шĕнче ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче брифинг йĕркелерĕç. Ăна министрăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова ертсе пычĕ.

Pages