Вĕрентÿ

16 Çу, 2015

Юратнă ĕç киленÿ кÿрет

Акă Мăн Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула уçнăранпа 130 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл чиркÿ, прихут, пуçламăш, çичĕ тата сакăр çул вĕренмелли шкул пулнă. 1994-мĕш çултан - вăтам шкул. Архив докуменчĕсенчен çакă паллă: 1885 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Хучаш чиркÿ прихутне кĕнĕ Мăн Ямашра шкул уçăлнă. Ку таранччен таврари çичĕ-сакăр ялти 1650 ача пĕлÿ илнĕ унта, вĕсене 185 педагог вĕрентнĕ. Хăйсен ĕçне 30-40 çул парăннă учительсен хисепĕ 13-е çитнĕ. Чылайăшĕ çут тĕнчере çук та ĕнтĕ.

14 Çу, 2015

Вĕрентекене айăпланă

Елчĕк районĕн сучĕ Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классен вĕрентекенĕнче ĕçленĕ 28 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе приговор вуланă. Педагога хăйĕн ĕçне кирлĕ пек пурнăçламаншăн тата çул çитмен ачасене хур кăтартнăшăн условлă майпа 3 çуллăха айăпланă. Унсăр пуçне учительтен 50 пин тенкĕ шыраса илме йышăннă.

14 Çу, 2015

Çитĕнÿсемпе мухтанмалăх пур

Шкул йышĕ пĕчĕк пулсан та пысăк та курăмлă ĕçĕсемпе тахçанах палăрма ĕлкĕрнĕ. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши. Паллах, пĕршухăшлă пулса, канашласа, пур ĕçе те кар тăрса пурнăçланинче. Ачасене ăнланакан педагогсенчен вĕренекенсем тĕслĕх илсе, вĕсен сăмахĕсене ăса хывса пыраççĕ.

14 Çу, 2015

Ентешĕсемпе мăнаçланаççĕ

- Эпир хамăр паллă çыравçăсене, ÿнерçĕсене, юрăçсене, вăрçăра пуç хунă паттăрсен ячĕсене яланах асра тытатпăр, - терĕ Тăвай шкулĕн директорĕ Вера Михайловна Кириллова.

Ара, чылай чухне ертÿçĕрен нумай килет-çке. Вера Михайловна ăшă кулăпа кĕтсе илчĕ. Чи малтан шкул ĕçченĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ стенд патне илсе пычĕ. Тăвайĕнчи паллă çынсен сăнÿкерчĕкĕсене çак стенд çине вырнаçтарнă. Тĕлĕнмелле! Ачасем хастар ентешĕсене курса чăннипех те мăнаçланаççĕ.

14 Çу, 2015

«Пирĕн алăк яланах уçă»

Елчĕкри пуçламăш шкулти «Диагностикăпа консультаци центрĕ» вĕренÿ учрежденийĕ чылай ачапа çамрăка пулăшу парать. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - сусăр ачасене пулăшасси, вĕсене тĕрĕс çул суйлама вĕрентесси. Çавăн пекех кунта психолог тата логопед пулăшăвĕпе усă курма май пур.

Pages