Вĕрентÿ

18 Авăн, 2014

Çуллахи чи çутă кунсем - "Орленокра" иртнисем

Хăйне темиçе çул каялла кĕçех çĕр-шывĕпе паллă кану çак центрне çитсе курăн тенĕ тĕк Юра ĕненмĕччĕ. Телее, пурнăç хушăран кĕтменлĕх парнеленипе илĕртÿллĕ те.

18 Авăн, 2014

Вĕренекенсене мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?

2014-2015 вĕренÿ çулĕнче Раççей шкулĕнчен вĕренсе тухакансем валли экзаменсенче улшăнусем пуласса систернĕччĕ. Чи курăмлисенчен пĕри: ППЭ тытма ирĕк илмешкĕн шкултан вĕренсе тухакансен вырăсла сочинени ăнăçлă çырнă хыççăн кăна май килĕ.

17 Авăн, 2014

Асăну хăми уçнă

Çĕмĕрлери 2-мĕш шкулта асăннă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илнĕ е ĕçленĕ паллă çынсене асрах тытаççĕ.

Çак кунсенче пĕлÿ çуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕн авторне Герман Лебедева /1913-1980/ асăнса Асăну хăми уçнă. Композитор ку шкулта 1936-1940 çулсенче ĕçленĕ.

16 Авăн, 2014

Ача-пăча валли - автохула

Шупашкарти 112-мĕш садикре ача-пăчана çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштаракан автохула ĕçлеме пуçланă.

Уяв хăйăвне касма Шупашкар хулин ÇÇХПИ пайĕн пуçлăхне Алексей Теллин подполковника чĕннĕ. "Шел те, хулари çул-йĕр çинче пулакан инкекрен чылайăшĕ çул çитмен ачасемпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Шупашкарта кăçалхи 8 уйăхра 166 ача суранланнă", - пĕлтернĕ вăл.

Pages