Вĕрентÿ

Канаш хулинчи Культура керменĕнче пуçласа «Çулталăк вĕренекенĕ - 2013» конкурс иртрĕ. Унта хулари вăтам шкулсенче вĕренекенсем çиччĕн хутшăнчĕç. Вĕсем - Ксения Филиппова, Айза Салахова, Юлия Федорова, Татьяна Кудряшова, Александра Васильева, Анастасия Калинина тата Венера Ильина.

Шурă кĕпеллĕ, тĕттĕм сăрă костюмлă каччăсем - аслă класра вĕренекенсем - шкул алăкĕ умĕнче: «Ырă кун, иртсемĕр», - тесе кашни хăнана ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Çапла уяв техĕмне Шупашкар районĕнчи Ишексем алăкранах туйтарма пултарчĕç.

Çак кунсенче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Алексей Леонтьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн преподавателĕсемпе тата студенчĕсемпе тĕл пулчĕ.

Шăмăршă районĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Михайловна Табакова мĕн ачаранах фото ĕçĕпе «чирленĕ». Алла пĕрремĕш хут илнĕ «Зенит» фотоаппарат уншăн темрен те хаклă шутланнă. Çакна вăл паян та хăпартланса аса илет.

Pages

Subscribe to Вĕрентÿ