Вĕрентÿ

22 Çурла, 2014

Математикăна çул пама вăхăт çитрĕ

Вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсен çуллен пулакан республикăри конференцийĕ çурла уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртрĕ. Малтанхи кун вĕренÿ тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекен педагогсем секцисенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.И.Н.

22 Çурла, 2014

“Чăвашсен тараватлăхĕ кăмăла çĕклерĕ”

Çапла палăртрĕç Шупашкара Германирен икĕ эрнелĕхе килнĕ студентсем пĕр саслăн. Вунă çынран тăракан ушкăн Чăваш Енри «Çут çанталăк ландшавчĕсен геоэкологи тĕпчевĕсем» тата «Тĕрĕк тĕнчи: чăваш чĕлхипе культури» çуллахи лагерьсенче ăсталăха туптанă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чикĕ леш енчи аслă шкулсемпе тахçантанпах çыхăну тытать.

15 Çурла, 2014

Пĕчĕккисене - садик, ялтисене - спорт залĕ...

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулнă май ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ача сачĕсемпе тата çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатрĕ.

14 Çурла, 2014

Тăван чĕлхе: кирлĕ-и е кирлĕ мар?

Кăçалхи утă уйăхĕнче Чăваш наци телекуравĕн пĕр кăларăмĕнче республика вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ В.Н.Иванов сăмах илнĕччĕ. Вăл патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен пĕтĕмлетĕвĕнче "кăçал чăваш чĕлхипе пĕлĕвне тĕрĕслес шухăшпа 30 ача кăмăл туса ыйту çырнăччĕ. Анчах экзамена вĕсенчен пĕри те пыман" тесе пĕлтернĕччĕ. Мана, Г.С.Лебедев ячĕллĕ наци интернат лицейĕнче вăтăр çул чăваш ачисене хутла вĕрентнĕскере, ку питех те пăлхантарчĕ. Министр пăшăрханăвне эпир ăнланатпăр. Вăл та пирĕн пекех çакнашкал лару-тăрăвăн сăлтавĕсем пирки шухăшлать пуль ĕнтĕ.

Pages