«Пĕлӳ кунĕ — чи лайăх, чи çутă, чи ырă уяв», - çапла палăртрĕç паян Шупашкарти 24-мĕш шкула пухăннисем. Уяв кăçал Раççей, Чăваш Ен тата Шупашкар хулин ялавĕсене çĕкленипе пуçланчĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра студентсем валли лайăх услови туса парас тĕллевпе нумай ĕç тăваççĕ. Юлашки çулсенче общежитисене хăтлăлатма тытăнчĕç. 2021 çулта акă 2-мĕш общежитие хута янă. Ăна федераци бюджетĕнчен уйăрнă тата аслă шкул хăй ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе тунă. Пĕлтĕрех 6-мĕш общежитире строительство ĕçĕсем тума пуçланă. Çуртăн пĕр пайне иртнĕ çулах юсанă, кăçал тепĕр пайне çĕнетеççĕ.
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра магистратурăн çĕнĕ профилĕ уçăлĕ. Унта информатикăпа шутлав техникине тарăнрах вĕрентĕç.
Студентсем текстсене ахаль чĕлхепе хатĕрлĕç, даннăйсене ăс-хакăл енчен тишкерĕç, эксперт тытăмĕпе тата виртуаллă агентсемпе ĕçлĕç, кредит йышăнăвĕсем тунă чухне чăн мар ăс-хакăлпа усă курĕç, банк операцийĕсем ирттернĕ май финанс хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерĕç. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров палăртнă тăрăх, халĕ шухăшлама пĕлекен, пултаруллă специалистсем уйрăмах кирлĕ.