Вĕрентÿ

23 Dec, 2019

ЧПУри лабораторисенче шкул ачисем те вĕренеççĕ

«Электроникăпа паян тĕнчипех ытларах та ытларах кăсăкланаççĕ. Электроника малалла та аталанса пырĕ. Çак отрасель тата вăйлантăр тесен Шупашкарта пĕр-пĕр предприяти çумĕнче электроника центрĕ уçсан аван пулмалла», - палăртрĕç паян пухăннисем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Г» тата «В» корпуссенчи электрооборудованипе çыхăннă тĕрлĕ лабораторипе паллашнă май.

7 Dec, 2019

Професси суйлама ачисене ашшĕ-амăшĕн те пулăшмалла

Паян "Шупашкар" пăр керменте I регионсен хушшинчи "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ вĕренекенсен професси çулĕ суйлассипе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли калаçу лапамĕ" ашшĕ-амĕшĕн форумĕ уçăлчĕ.

5 Dec, 2019

Тĕп тĕллев - çамрăк специалистсене яла илĕртесси

«Эпĕ педуниверситета Ямал-ненец автономи округĕнчен вĕренме килнĕ. Диплом илсен Шупашкарта ĕçлеме юлтăм. Мана кунта питĕ килĕшет. Халĕ 45-мĕш шкулта истори предметне вĕрентетĕп. Шкулта тÿлевлĕ кружоксем йĕркеленипе аванах ĕçлесе илме пулать. Анчах ăна мĕнле тумаллине нумай преподаватель пĕлмест. Аслă шкулта 4-5-мĕш курссенче вĕреннĕ чухнех студентсене çак вăрттăнлăхсене уçмала.

Pages