Потребителе

12 Çурла, 2015

ÇĂКА ЧЕЧЕКĔ - ЧАПЛĂ СИПЛЕВÇĔ

Унпа ангинăран, фарингитран, ларингитран, шăнса пăсăлнинчен, сывлав çулĕсен шыçă чирĕсенчен, бронх астминчен, хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язвинчен, нервсем пăлхансан сипленнĕ чухне усă кураççĕ.

Çăка чечекĕ ярса пиçĕхтернĕ шывпа ангинăран - пыра, стоматитпа гингивитран çăвара чÿхеççĕ, пиçсе кайсан, кĕсен, суран, пÿрлешке, мастит чухне, геморрой тĕввисем шыçсан, сыпăсем ыратсан, подагра, ревматизм аптратсан примочка хураççĕ.

10 Çурла, 2015

Мĕнле пăтă пĕçеретпĕр?

Кĕрперен хатĕрленĕ апат-çимĕç вăй-хал тата усăллă япаласен çăлкуçĕ пулнине кашниех пĕлет ĕнтĕ. Хĕлле пăтă уйрăмах ытларах теççĕ - углеводпа пуянскер пирĕн организма кĕрĕкрен япăх мар ăшăтма пултарать иккен. Специалистсен шухăшĕпе, нумай кĕрпе организмран холестерин кăларма пулăшать, чĕре, çавăн пекех пĕвер, хырăмлăх-пыршăлăх ĕçне лайăхлатать.

6 Çурла, 2015

Хĕлхен чейĕ техĕмлĕ

Хальхи вăхăтра хĕлхенрен чей вĕретекен сахал пулĕ. Хамăр тăрăхра ÿсекен, техĕмлĕ чей вĕретме авалтанпах усă куракан хĕлхене Китай, Инди чейĕсем хĕссе кăларчĕç.

Хĕлхен чейĕ вара вĕсенчен нимпе те кая мар. Тĕрĕс пуçтарса типĕтнĕ хĕлхен чейĕ ырă шăршийĕпе, пылакрах çемçе тутипе такама та тыткăнлĕ. Эппин, çывăхрах паллашар-ха çак ÿсен-тăранпа. Хĕл валли хатĕрлесе хума кăмăл çуралĕ.

5 Çурла, 2015

КУННЕ - ПĔР ПАНУЛМИ

Кунне пĕр панулми çисе пурăнсан тухтăр та кирлĕ мар тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Çак сĕнÿре тĕрĕсси чылай. Панулми пирки тĕплĕнрех калаçар-ха.

Мĕн чухлĕ?

lВăтам пĕр панулмире 140 миллиграмм кали. Çак элемент юн пусăмне чакарма витĕм кÿрет.

Pages