Потребителе

28 Çурла, 2014

«ЧĔРĔ» ШĔВЕК - ПУЛĂШУ ÇĂЛ КУÇĔ

Промышленноç мелĕпе тирпейлемен апат-çимĕç этемшĕн çав тери пахи тахçанах паллă. Унра энзимсем пур. Вĕсем апат ирĕлессине кăна мар, организмри питĕ пĕлтерĕшлĕ ытти ĕçе те лайăхлатма пулăшаççĕ.

Энзимсене ăçтан илмелле-ха? Чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, сăмсалантарнă тĕш тырă, тĕрлĕ вăрлăх çимелле.

Килте усă курма меллĕ сывлăхшăн лайăх ансат темиçе сĕнÿпе паллаштаратпăр.

1. Тулă пĕрчисене ислетсе хатĕрленĕ шĕвек. Тулла шыв тасалса çитичченех çумалла. 1 апат кашăкĕ илсе 3 стакан таса шыва ямалла, 2 талăк лартмалла.

22 Çурла, 2014

Ултавпа инçе каяймăн

Кĕçнерни кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков МИХ ĕçченĕсемпе пĕрле Шупашкарăн кăнтăр-хĕвел анăç микрорайонĕнчи лавккасенче

22 Çурла, 2014

Кишĕр сивĕрен хaрамасть

Авăн уйăхĕнче кишĕр сахăр нумай хатĕрлеме тытăнать. Çавăнпа кишĕре çурла уйăхĕн вĕçĕнче кăларни кишĕр тухăçне самаях чакарать. Анчах та ăна тăпрара ытлашшипех тытсан кишĕр хытать, унăн тути йÿçекленет. Унсăр пуçне кĕркунне çумăр час-час çунипе кишĕрĕн шурă тымарсем тухма тытăнаççĕ. Кунашкал тымарланнă çимĕç лайăх упранмасть. Халăх сăнанă тăрăх - тымар çимĕçсене авăнăн 24-мĕшĕччен кăларса пĕтермелле. Ку вăхăт тĕлнелле сывлăш температури вăтамран 7-8 градус пулать, тăпрари çимĕçсем ÿсме пăрахаççĕ. Тутлăхлă япаласем çулçăсенчен тымара куçаççĕ.

22 Çурла, 2014

"Картлашка айĕнчи пурнaç"

Картлашка айĕнчи вырăн нумайăшĕн ахалех юлать. Чечек лартма та тĕттĕм пек. Кăштах шухăшласан вара картлашка айне усăллă çеç мар, илемлĕ вырăна çавăрма пулать.

21 Çурла, 2014

ÇУРЛА УЙĂХĔНЧЕ ПУХМАЛЛА

Çурла уйăхĕнче сиплевре усă курмалли чылай ÿсен-тăрана пухса типĕтме пулать. Эмел курăкĕсене шоссе çулĕнчен аякра, типĕ, хĕвеллĕ çанталăкра, нимĕнпе те сенленменнисене пухмалла. Нÿрĕ çанталăкра татнисем хăмăрланаççĕ, кăмăскапа витĕнеççĕ, сиплĕхне çухатаççĕ.

Курăк-çулçа хĕвел лекмен çиллĕ вырăнта е лайăх уçăлтарма май пур хуралтăра çÿхен сарса типĕтмелле. Унтан упрама картон курупкана е кĕленче савăта хумалла, çиеле курăк ятне тата ăна хăçан пухнине çырнă хут çыпăçтармалла. Типĕ тĕттĕм пÿлĕмре 2 çул упрама юрать.

Pages