Пулса иртни

4 Утă, 2022

Чĕлĕме пула

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта икĕ пушар тухнă. Иккĕшĕ те — пирус туртнă чухне асăрханманнине пула.

Виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пулнă пушарта 45 çулти арçыннăн ĕмĕрĕ татăлнă. Хайхискер кравать çинче пирус туртса выртнă. Хваттертен тĕтĕм тухнине урамра иртсе çӳрекенсем асăрханă та çăлав службине чĕннĕ. Çулăм çавăн пекех сĕтел-пукана, шалти стенасене сиенленĕ. Пĕр пӳлĕмлĕ хваттерте те пирусран вырăн таврашне çулăм тивнĕ. Анчах кил хуçи çăлăнма ĕлкĕрнĕ.

1 Утă, 2022

Çил-тăвăл 47 миллион тенкĕлĕх сăтăр кÿнĕ

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче çанталăк хăйĕн хаяр кăмăлне кăтартрĕ: аслати-çиçĕм, вăйлă çил-тăвăл нумай инкек кӳчĕ.

ГКЧС пĕлтернĕ тăрăх, кассăн-кассăн вăйланса сехетри хăвăртлăхĕ 25 метра çитнĕ çил-тăвăл республикăри темиçе района килсе çапнă. Вăйлă çумăр, хăш-пĕр çĕрте тата — пăр... Муркаш районĕнче пурăнакансем тӳперен тăкăннă пăр чăмаккисене ӳкерсе социаллă сетьсене те лартнă та — кăвакарчăн çăмарти пысăкăш...

30 Çу, 2022

Канмалли кунсенче – 7 пушар

Пушарпа çăлав службин ĕçченĕсем иртнĕ шăматкунпа вырсарникун каллех канайман — çын пурнăçне çăлма васканă.

Канмалли кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен урамĕнчи 56-мĕш çуртăн 1-мĕш корпусĕнче пĕр пӳлĕмлĕ хваттер çунма тытăннă. Калинин районĕнче вара çул çинче пынă вăхăтрах Volkswagen Golf автомобиль хыпса илнĕ. Çĕрпӳри Боцманов урамĕнче уйрăм çуртра пушар пулнă. Улатăрта, Куславккара, Вăрмарта тата Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче вара мунча çуннă. Турра шĕкĕр, çак инкекрен пурте чĕрĕ-сывă хăтăлнă.

11 Ака, 2022

Пушартан çăлнă

Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркасси поселокĕнчи пĕр хваттерте пушар тухсан çуртра пурăнакансен умне хăрушлăх тухса тăнă.

Ку инкек ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Хваттерте пурăнакансем çулăмран тарса хăйсем тĕллĕн тухнă. Анчах çӳлерех пурăнакан кӳршĕсене эвакуациленме çăра тĕтĕм чăрмантарнă. 46 çулти хĕрарăма, 85-ри пенсионеркăна тата 14-ри хĕрачана 41-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн ĕçченĕсем пулăшнă. Кукамăшĕпе мăнукне медицина пулăшăвĕ пама больницăна вырнаçтарнă.

Pages