Ял хуçалăхĕ

28 Утă, 2022

Вырма пуçланнă

Чăваш Енре пăрçа вырса илес тапхăр пуçланнă. Чи малтан ку ĕçе Елчĕк районĕнчи Ленин ячĕллĕ хуçалăх пуçăннă.

Пăрçан «Ульяновец» сортне 60 гектар лаптăк çинче ӳстернĕ. Пĕтĕмпе кунта 1000 гектар лаптăк çинче тыр-пул туса илеççĕ. Хуçалăх ертӳçи Валерий Падуев палăртнă тăрăх, вырма ĕçне пĕтĕмпе 3 комбайн тата «КСУ-1» машина хутшăнмалла. Çав вăхăтрах хуçалăхра кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлес ĕç те пырать. Унсăр пуçне хĕл валли хальлĕхе 1300 тонна сенаж тата 107 тонна утă хатĕрленĕ.

23 Пуш, 2022

Грантсем пысăкланаççĕ

Патшалăхăн ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантармалли программине кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларавĕнче ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ.

23 Пуш, 2022

Сутлăхра трактор çук…

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче ял хуçалăхне, яла пырса тивекен ыйту темиçе те пулчĕ. Хĕрӳ тапхăр, çур аки, çывхарать те — тимлĕх ăнсăртран мар.

Pages