Ял хуçалăхĕ

1 Çурла, 2014

Фиалка "шыва кĕрет"

Хăш-пĕр чечекçĕ фиалкăна пачах та шывпа пĕрĕхме, çулçисене тасатма юрамасть тесе шухăшлать пулĕ. Анчах та çулçăсене тасатмасассăн унăн тĕклемес кăшăркка çулçи тусанпа витĕнет, чечек лайăх сывлайманнипе чирлеме пултарать. Çавăнпа фиалкăна "шыва кĕртни" пачах та сиенлĕ мар, усси вара куç кĕретех тесе шухăшлатăп.

1 Çурла, 2014

Иçĕм çырли çиес тесен

Ытти çулсенче иçĕм /виноград/ ăнса пулнăччĕ. Анчах пĕлтĕрпе кăçал самаях йăшрĕ. Çырли те сахал. Иçĕм тĕмĕн çулçисем сарăхса типеççĕ те тăкăнаççĕ. Мĕн тумалла-ши.

31 Утă, 2014

Ял-йыш пĕрле пуçтарăнсан

Чăн та, пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - Ял кунĕ. Нумаях пулмасть Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче те уяв иртрĕ.

Энтри Пасар мухтавĕ - ĕçчен çынсем

30 Утă, 2014

Районсем вырмана мĕнле хутшăнни

/ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, утă уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне/

Цифрăсен пĕрремĕш колонки - тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене вырса пухнă /процентпа/, иккĕмĕшĕ - гектар тухăçĕ /центнерпа/, виççĕмĕшĕ - хирте комбайнсем ĕçленĕ /штукпа/, тăваттăмĕшĕ - кĕрхи тырăсем акма çĕр хатĕрленĕ /гектарпа/, пиллĕкмĕшпе улттăмĕшĕ - утă тата сенаж янтăланă /процентпа/

30 Утă, 2014

Уй-хир кунсерен пушанать

Республикăри ял хуçалăх ĕçченĕсем пур районта та вырмана тухнă. Тыр-пул пиçсе çитнине тата техникăна хатĕрлесе çитернине кура пĕрисем - маларах, теприсем - каярах. Елчĕксемпе Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсемпе Шăмăршăсем хальлĕхе малта пыраççĕ. Ĕç хĕрсе пынине пула цифрăсем, паллах, улшăнма пултараççĕ.

Pages