Ял хуçалăхĕ

7 Пуш, 2014

Сÿннĕ вучаха халь тин чĕртеймĕн

2014 çул Раççейре - Культура çулталăкĕ. Çавна май хаçатра çĕнĕ рубрика уçма тĕв турăмăр. Кăçал вулакансене республикăри клубсăр ялсен шăпипе паллаштарăпăр. Паллах, культура çурчĕсем, вулавăшсем хупăнни вĕсене тытса тăмашкăн бюджетран уçка уйăрманнипе çеç мар, халăх çÿреме пăрахнипе те çыхăннă.

7 Пуш, 2014

Калча ÿстерме

Çĕрĕ лайăх пулсан калчи те çирĕп пулĕ. Кирек мĕнле çĕре те, лавккаран туяннине те, килти пахчаран илнине те сиенсĕрлетмелле. Мĕнле майпа-ха?

Шăнтса. Шартлама сивĕре тăпрана 30 кунран кая мар тытаççĕ. Çапах кун пек чухне те чир пуçаракансем пурте пĕтмеççĕ.

Вĕри шывпа пĕçертсе. Тăпрана вĕреме кĕнĕ шывпа сапса лайăх пăтратаççĕ, тимĕр патнус çине сарса 200 градус таран хĕртнĕ духовкăна 25-30 минутлăха лартаççĕ.

7 Пуш, 2014

Турат иртесси

Сивĕсем иртсен улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене иртме пуçлаççĕ. Çакна папкасем кÿпчесе кайиччен, сывлăш температури 0 градуса çывăх чухне тумалла. Малтан улмуççи туратне касмалла. Сивĕсем таврăнсан та вăл аптрасах каймасть. Сиенленнĕ, пĕр-пĕрне кансĕрлекен, шалалла ÿсекен туратсене иртмелле.

Хĕрлĕ тата хура хурлăханăн, крыжовникăн ватăлса çитнĕ, çĕр çийĕн тăсăлакан хунавĕсене сайралатмалла. Ытлашшисене тĕпĕнченех тункатине хăвармасăр касмалла.

7 Пуш, 2014

"Çурхи" йăрансем

Пĕрремĕш меслет. Пуш уйăхĕн­че, сад-пахчара юр выртнă чухнех пĕр-пĕр çимĕç акмалли йăран вырăнне палăртăр. Çĕр хăвăрт ăшăнма çав вырăна пленкăпа витĕр. Ака уйăхĕнче çав вырăнти çĕре кĕреçе тарăнăш хускатса чĕрĕ тислĕк хурăр, тăпрапа хуплăр.

7 Пуш, 2014

Пĕр-пĕрне хÿтĕлеççĕ

Иртнĕ кăларăмсенче эпир пахча çимĕçсен пусă çаврăнăшĕсем, хăш культурăсем пĕр-пĕрне «килĕш­терни» е «килĕштерменни» çинчен çырнăччĕ. Паян хăш ÿсен-тăран теприне мĕнле чир-чĕртен хÿтĕлени çинче чарăнса тăратпăр.

Ыхра - томата /фитофторăран/, купăстана, йÿç кăшмана /хĕреслĕ чечеклĕ культăрăсен пыйтисенчен/, розăна, тюльпана, гладиолуса /тĕрлĕ чир-чĕртен/.

Ыраш - çĕр улмине /çĕр улми нематодинчен* кĕркунне аксан тăпрана çĕнелме пулăшать/.

Pages