Спорт

10 Юпа, 2014

Форум: хăвăртрах, çÿллĕрех, вăйлăрах!

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 3-мĕш спорт шкулĕнче Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕ Владимир Путин ертсе пычĕ.

9 Юпа, 2014

Тăнăçлăхпа туслăха Чăваш Ен те çирĕплетет

«Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ» пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» Пăр керменĕнче иртрĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пычĕ. Виталий Леонтьевич ларăва уçнă май чи хаклă хăнасемпе паллаштарчĕ.

9 Юпа, 2014

Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр!

Шупашкарти «Спартак» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче çын йышлă пухăнчĕ. Пурте савăнăçлă, чылайăшĕ спорт тумĕпе, хаваслă кĕвĕ янăрать... Кунта Пĕтĕм Раççейри «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО/ физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ.

Pages