Сывлăх

25 Нарăс, 2015

СЫПĂСЕНЕ КИЛТЕ ПУЛĂШМА

Çулсем иртсе пынă май чылайăшне сыпăсем аптратма пуçлаççĕ. Артроза е артрита пула ыратать, хускалма йывăрланать. Килте сыпăсене мĕнле пулăшма пулать-ха?

Сиплĕ шĕвек

Є Аш арманĕпе 300 грамм чĕрĕ сухана авăртмалла, 4 апат кашăкĕ пылпа хутăштармалла, 600 миллилитр типĕ шурă иçĕм çырли эрехĕ ярса пăтратмалла. Виçĕ талăк сулхăнрах тĕттĕм вырăнта лартмалла. Ирхи тата каçхи апатсем умĕн 2-шер апат кашăкĕ /тулли çынсен 4-шар апат кашăкĕ/ ĕçмелле. Унтан пĕр эрне тăхтамалла та тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.

25 Нарăс, 2015

ВИТАМИНСЕМ ÇИТМЕÇÇĔ

Хĕл вĕçнелле пирĕн организма мĕнле те пулин витаминсем çитми пулаççĕ. Хăшĕ çитмест-ха тата унпа тивĕçтерме мĕн тумалла?

А витамин

Çитменлĕх паллисем. Ÿте пÿрлешкесем тухма пуçларĕç* куç çивĕчлĕхĕ чакрĕ* тăтăшрах шăнса пăсăлатăр* ура тĕпĕнчи ÿт хытса ларчĕ* çÿç тĕссĕрленчĕ, патракланчĕ.

Сăлтавĕ. Рационра хĕрлĕ, сарă-хĕрлĕ пахча çимĕç, тата çуллă çимĕçсем ытла та сахал. А витамина хăйне кăна организм япăх йышăнать, ăна ÿсен-тăран тата выльăх çăвĕсем кирлĕ.

25 Нарăс, 2015

АЛĂ ӲЧĔ ТИПЕТ, ÇУРКАЛАНАТЬ

* Килти ĕçсене тунă чухне алла латекс /ăна аллерги çук пулсан/ перчетке тăхăнмалла. Силиконлă крем сĕрни те хӳтĕлет. Вăл ӳте сиенлĕ япаласене сăрхăнса кĕме чăрмантаракан сийпе витет.

* Алла сивĕ е вĕри шывпа мар, ăшă шывпа кăна çумалла. Хуçалăх супăнĕпе те юрамасть, унра сĕлтĕ нумай, вăл ӳте тата ытларах типĕтет. Ача супăнĕ вара вырăнлă. Çунă хыççăн алăсене лайăх шăлса типĕтмелле те нӳретекен крем сĕрмелле.

20 Нарăс, 2015

Иммунитета çирĕплетме

Çу кунĕсем çитиччен вăхăт пур-ха. Организм вара витаминсем çитменнине систерет. Иммунитета çирĕплетмелле. Шăнтса хунă çĕр çĕрли, чие, хурлăхан пулсан мĕнле аван! Организма çирĕплетме аптекăра сутакан сиплĕ курăксем те пулăшаççĕ.

Шалфей курăкĕпе

Вĕреме кĕнĕ 1 л шыва 3-4 кашăк шалфей курăкĕ ярса «шыв мунчинче» 15 минута яхăн тытмалла. Сăрăхтармалла, сивĕтмелле, кашни 2 сехетрен темиçешер сыпкăм ĕçмелле.

Çак хатĕр иммунитета çирĕплетнисĕр пуçне шăнса пăсăлнинчен сывалма та пулăшать.

Тутлă шăршăллă эмел

19 Нарăс, 2015

Енчĕке çÿхетет... чир-чĕр

Республикăра грипп тата ОРВИ анлă сарăлнă. Шупашкарти шкулсем карантина хупăнчĕç. Хамăр, ачасем чирлесен тÿрех аптекăна чупатпăр. Кÿкеçри аптекăсенче те кăнтăр кунĕнчех черет, пурте эмел туянаççĕ. Аптруши, чир-чĕр çаклансан енчĕк самаях çÿхелет.

Pages