Сывлăх

12 Раштав, 2014

Сывлaхшaн усăллă вунa сĕнÿ

1. Кунне çур сехет физкультура тума вăхăт уйăрăр. Ăна икке пайлама юрать. 15 минут ирхине, 15 минут кун каçиччен. Каçа та хăварма юрать. Тĕрлĕ хускану усăллă. Ташă е теннис, чупни е хăвăрт утни - пурпĕрех. Пĕлтерĕшли - хусканусем кăмăла çĕклеччĕр, кунсеренех пулччăр, кĕлеткен тĕрлĕ пайĕсене хускатчăр.

2. Шыв çителĕклĕ ĕçĕр. Çакăн пирки яланах калаççĕ пулсан та хăшĕ-пĕри шыв питĕ сахал ĕçет. Шыв - вăй-хал хушать, сиенлĕ япаласене организмран кăларать, юна шĕветет, ÿте якатать.

Пирĕн организмăн пысăк пайĕ - шыв. Шыв çителĕклĕ пулсан ăш-чикри органсем йĕркеллĕ ĕçлеççĕ.

11 Раштав, 2014

«Сывлăх профилĕ» сывлăха упрама пулăштăр

2014 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне ÿстерес тата сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе йышăнакан хушма мерăсем çинчен» Указ хатĕрленĕ. Хамăрăн тăрăхра «Сывлăх профильне» йышăнассине шăпах официаллă çав документпа килĕшÿллĕн пуçарнă та. Вăл халăхăн пурнăç пахалăхне тата сывлăхне лайăхлатмалли республикăн малашнехи аталанăвĕн стратегийĕ евĕрех.

11 Раштав, 2014

"Сывлăх" 49 /814/ №, 11. 12. 2014

о Йывăç сухăрĕ сĕрсе.
о Йÿç кăшман - йăран эмелĕ.
о Чÿрече анинчи сиплевçĕсем.
о Тунсăх пусса килсен.
о Чĕрешĕн паха мăйăр.
о Сивве юратмаççĕ.
о Прополис маçĕ.
о Çурăм шăмми сывă пултăр.
11 Раштав, 2014

Сывлăх сыхлавĕнче вăтăр ытла çул ĕçлет

Любовь Абашина сывлăх сыхлавĕнче вăтăр ытла çул ĕçлет. Любовь Ивановна - Çĕмĕрлери территорисем хушшинчи медицина центрĕн педиатрĕ, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр. Ĕçри ÿсĕмсемшĕн ăна Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп хучĕпе палăртнă.

11 Раштав, 2014

ÇУРĂМ ШĂММИ СЫВĂ ПУЛТĂР

Çурăм шăмми сывлăхĕ мĕнле пулни пĕтĕм организм сывлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Ăна йĕркере тытса тăрас тесен мĕн тумалла-ха? Ыйтăва В. Орлов хирург тухтăр уçăмлатать.

Хускану аппарачĕн чирĕсем хушшинче çурăм шăммин чирĕсем ытларах сарăлнă. Çулсем иртсе пынă май çак вырăн тăтăшрах канăçсăрлантарма пуçлать. Чирсем аталанасран çурăм шăммин сывлăхĕ пирки малтанах шухăшламалла.

Апатлану

Лайăх. Курага, урюк, хура слива, мăйăр, пыл, иçĕм, кăшкар ути, петрушка, шăлан çырли.

Pages