Сывлăх

2 Юпа, 2014

МАЛТАН ТАСАТМАЛЛА

Минскра пурăнакан халăх сиплевçи Л. Стальмаков фибромиома, миома, киста, мастопати аптратсан çак рецептсемпе усă курма сĕнет.

Сиплев комплекслă пулмалла, малтан организма тасатнинчен пуçламалла. 5 кун кашни ир вĕресе сивĕннĕ 3 литр шыва 1 апат кашăкĕ пан улми уксусĕ ярса клизма лартмалла.

26 Авăн, 2014

Чылай сипленсен Арина калаçма хăнăхнă

"Пăру е вăкăр туянасшăн?" - ыйтрĕç Вăрнар районĕнчи Çĕньялсем Ананьевсем ăçтарах пурăннипе кăсăклансан. Выльăх-чĕрлĕх нумай усраканскерсем патне çынсем час-часах çак ыйтупа килеççĕ-мĕн. " Вĕсен пÿрчĕ колхоз сачĕ пулнă вырăнта, сылтăмалла пăрăнмалла", - çул кăтартрĕç кинемейсем.

25 Авăн, 2014

"Сывлăх", 38 /803/ №, 25. 09. 2014

о Ват хăмпи тав тăвĕ.
о Артритран - тăварлă сĕт.
о Холестеринран ыхрапа çăмарта тасатаççĕ.
о Ÿт хытă кĕçĕтет.
о Вăй пĕтсен, ÿт-пÿ тăртансан.
о Сиенлĕ бактерисем таçта та пухăнаççĕ.
о Арçынсене шĕшкĕпе омела пулăшаççĕ.
25 Авăн, 2014

ВĂЙ ПĔТЕТ, ӲТ-ПӲ ТĂРТАНАТЬ

Гломерулонефрит - пӳрен инфекци-аллерги чирĕ. Вăл вăй пĕтнипе, пит, ӳт-пӳ, урасем тăртаннипе палăрать. Шăкра белок, юн тупаççĕ. Юн пусăмĕ ӳсет, чĕре сикет, куç япăхрах курма пуçлать. Çак чиртен сипленнĕ чухне халăх медицинин меслечĕсемпе те усă курма сĕнеççĕ.

Юн курăнсан

*Шыçнă пӳрене çирĕплетме пĕр пуç сухана духовкăра пĕçерсе хуппине тастмалла та ирхине выç хырăмла çимелле. Курс - пĕр эрне.

Pages