Сывлăх

27 Раштав, 2021

Шупашкарта хула клиника центрĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти кăнтăр хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хулари клиника центрĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çак ятпа кунта тăрăшакансене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов саламларĕç.

22 Раштав, 2021

«Пирĕшти неонатолог» Чăваш Енре пурăнать

Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрĕнче «Ал лаппи çинчи телей» преми çĕнтерӳçисене палăртнă. Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи чи лайăх неонатолог Чăваш Енрен.

Ĕпхӳ хулине 7 регионри 49 специалист çитнĕ. Çĕнтерӳçĕсене 7 номинацире палăртнă. Чăваш Республикин Президент перинаталь центрĕн тин çуралнă ачасен паталогийĕн тата вăхăтран маларах çуралнисен 1-мĕш уйрăмĕнче тăрăшакан Лидия Горячкина «Пирĕшти неонатолог» номинацире мала тухнă.

7 Раштав, 2021

Çĕнĕ çул уявне килте кĕтсе илме тивĕ

Çĕнĕ çул умĕн общество апатланăвĕн предприятийĕсенче хушма чару мерисем çирĕплетеççĕ: раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 23 сехетрен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕнчи 12 сехетчен кафе-столовăйсем ĕçлемеççĕ. Çĕнĕ çула килте, çемьепе пĕрле кĕтсе илме сĕнчĕç коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче.

6 Раштав, 2021

Сивĕ хĕл те ăшă пултăр

Коронавирусран сыхланасси тунтикунхи канашлусенче кашнинче тенĕ пекех çĕкленет — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев инфекцин çĕнĕ штамĕ — омикрон — пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă май сыхлăха çухатма юраманни çинчен тепĕр хут аса илтерчĕ. Раççее вăл сарăлнă çĕршывсенчен çынсем килеççĕ — пире пырса тивмĕ-ха теме çук. Çĕнĕ çул çывхарнă май халăх миграцийĕ пысăкланать — пушшех асăрханмалла.

Pages