Садиксем те пулĕç, çĕнĕ ФАПсемпе çулсем те

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне Иван Моторин премьер ертсе пычĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăва пурнăçламалли ĕçсен планĕ çинчен экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Григорьев каласа пачĕ. Çав шутра — цифра технологийĕсен майĕсемпе анлăрах усă курасси, ял хуçалăх продукцине хамăр патрах туллин тирпейлесси, АПК продукцийĕн экспортне ÿстересси, инфратытăмăн пысăк проекчĕсене тÿрре кăларасси.

2019 çулта пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси палăрмаллах вăй илмелле — 690 пин тăваткал метртан кая мар хута ярасшăн. Пăрачкав районĕнче тата Шупашкар агломерацийĕнче водопровод сечĕсен строительствине пуçарасшăн. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата 26 фельдшерпа акушер пунктне тумалла, 100 çынран каярах пурăнакан ялсенчи медпулăшăва тивĕçтерме куçса çÿрекен 18 медицина комплексне ĕçлеттерсе ямалла. «Арçын сывлăхĕ» программăпа килĕшÿллĕн муниципалитетсен пĕрлехи пилĕк центрне уçма палăртнă.

Вĕрентÿ енĕпе тимлĕх пушшех пысăк — пĕчĕккисене яслисенчи вырăнсемпе тивĕçтерессинчен пуçласа регионти талантлă ачасене тупса вĕсене аталанма пулăшакан центр йĕркелесси таранах. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас