Саккунăн çамрăк хуралçисем

7 Çĕртме, 2018

Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Раççей ФСИНĕн Чăваш Енри управленийĕ «Саккунăн çамрăк хуралçи» конкурс ирттерчĕ. Общество канашĕн членĕсем Ирина Булыгина тата Кирилл Лукин ачасене уяв ячĕпе саламларĕç. Ÿсекен ăрăва вĕренÿре ыттисене тĕслĕх кăтартма, çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулма сунчĕç.
Управленин учрежденийĕсенче тата следстви изоляторĕнче ĕçлекенсен ачисенчен йĕркеленĕ командăсем конкурс тапхăрĕсене хăюллăн парăнтарчĕç. Командăпа паллаштарасси, девиз, тупмалли юмахсемпе ребуссене шĕкĕлчесси, инçерех сикесси, кĕске сăнăпа персе тĕл лектересси, вĕрен туртасси… «Тĕнчене илемлет» конкурсра вара ачасем илемлĕ ÿкерессипе ăмăртрĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.