Саккунлăхпа совеç тĕпре пулччăр

4 Утă, 2017

Республикăри коррупципе кĕрешес ĕçе йĕркелекен комисси ларăвĕнче журналистсем, паллах, киревсĕр пулăмпа çыхăннă пайăр тĕслĕхсем пирки пĕлесшĕн, коррупци авăрне сикнĕ чиновниксен хушамачĕсене илтесшĕн пуль. Анчах айăпа суд çирĕплетет, çавăнпа та ку енĕпе кĕтни ытларикунхи ларура та тÿрре тухмарĕ. Çапах уйрăм самантсем тавра самай çивĕч калаçу пулчĕ.

Малтанах «Чăвашавтодорпа» çыхăннă ĕç-пуçа тишкерчĕç. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — панкрутлăх процедуринчи çак предприятин ĕç укçипе çыхăннă парăмĕ 53 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă вара Чăваш Ене шалу парăмĕ пысăк регионсен шутне кĕртет. Предприятин пурлăхĕ те пур — ăна сутмалла, çав укçапа çынсене шалу тÿлемелле, анчах конкурс управляющийĕ ку енĕпе çине тăрса ĕçлеменни куçкĕрет, çавна май парăм пысăкланса кăна пырать. Çийĕнчен «Чăвашавтодорăн» дебитор парăмĕсене шыраса илесси те уксахлать, çав виçе вара пĕчĕк мар — 162 миллион тенкĕ.

Ларăва конкурс управляющине хăйне те чĕннĕ. Вăл, Евгений Добрынкин, тÿрре тухмалли сăлтавсем тупрĕ: штатра виçĕ юрист — вĕсем дебитор парăмне шыраса илме пилĕк теçетке ытла тавăç тăратнă. Анчах çак ĕç кăтартăвĕ хальлĕхе тивĕçтермест-ха. Çийĕнчен Росимущество конкурс управляющийĕ тăратакан отчетсене тÿрех йышăнмасть-мĕн... Паллах, кунашкал сăлтавсене республика Пуçлăхĕ шута илесшĕн пулмарĕ: «çÿлте» кунта хатĕрлекен документсене йышăнмаççĕ тĕк — эппин, вĕсене кирлĕ пек хатĕрлемен, ку ĕçе пултаруллă çынсене явăçтармалла. Çапах Михаил Васильевич та калаçăва çивĕчлетмерĕ, чылай тĕслĕхре конкурс процедурисем вăл е ку предприятие çĕнĕрен ĕçлесе кайма пулăшманни, производствăна тĕп туни çинчен аса илтернĕ май «пĕтĕмпех саккунлă тата совеçпе килĕшÿллĕ пулмалла» тенипех çырлахрĕ.

Коррупци сĕмĕллĕ преступленисене тупса палăртас, унашкаллисенчен сыхланас ыйтупа сăмах илнĕ май ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕн пуçлăхĕ Андрей Семенов хăйĕн докладĕнче ĕç-пуçа кĕскен хакларĕ. Бюджет сферинче кăçал коррупципе çыхăннă 42 преступление шута илнĕ. Вĕсенчен 11-шĕ — укçа-тенкĕн уйрăмах пысăк тата пысăк виçипе çыхăннисем. Çав шутра взятка илни те, бюджет укçине саккуна пăсса кĕсьене чикни те пур.

Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов коррупципе çыхăннă преступленисем ытларах хăш сферăсенче пулни çинче чарăнса тăчĕ. Чылай тĕслĕх халăха ĕçпе тивĕçтерме уйăрнă укçана хапсăннипе сăлтавланнă. Ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ тесе суя документсем хатĕрлеççĕ те — укçа илеççĕ. Саккуна пăсса субсиди илни, социаллă хÿтлĕх кирлĕ çемьесем валли тăвакан çурт-йĕр строительстви валли уйăракан укçана куç хывни... Çак ретре кăшт уйрăларах тăракан тĕслĕх — следстви изоляторĕн çуртне тума уйăрнă укçан пĕр пайне вăрлани. Пĕлтĕр коррупци сĕмĕллĕ преступленисем кÿнĕ сиен виçи 23 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăçал чылай сахалрах — 3 миллион тенкĕ шайĕнче кăна. Чăн та, çулталăк вĕçлениччен вăхăт пур-ха. Тен, сиенĕн шыраса илнĕ пĕчĕк виçи те пысăкланма ĕлкĕрĕ. 

Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина хăй ертсе пыракан министерство йĕркелекен тĕрĕслевсен кăтартăвĕ пирки пĕлтерчĕ. Финанспа çыхăннă йĕркене пăснă тĕслĕхсен пĕтĕмĕшле хакĕ пĕлтĕр 449 миллион тенке çитнĕ. Должноçри 75 çынна дисциплина енĕпе е административлă майпа явап тыттарнă. Кăçалхи виçе те пĕчĕк мар, явап тытнисен йышĕ — 16 çын.

Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Светлана Аристова çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе саккуна пăснă тĕслĕхсем чылаййине пытармарĕ. Тĕрĕслевсем 43 çемьене пулăшу кирлисен списокне саккуна пăсса кĕртнине тăрă шыв çине кăларнă. Пĕр тĕслĕхре çемье икĕ хут хваттер илме пултарнă. «Лидерстрой» строительство компанийĕ саккуна пăснине тупса палăртнă. Çав вăхăтрах Атăл леш енче тунă пурăнмалли çурта вăхăтра хута яманшăн тĕп хула администрацийĕ унран 7 миллион тенкĕ шыраса илес тĕлĕшпе мерăсем йышăнман. Ку тĕслĕх Михаил Игнатьева та сисчĕвлентерчĕ: «Эпĕ пĕлнĕ тăрăх — «Лидерстрой» Мускавра регистрациленме ĕлкĕрнĕ...» Эппин, хайхи тÿлеве илесси иккĕленÿллĕ пулса тухма пултарать. Çавăнпах Шупашкар администрацийĕн ячĕпе асăрхаттару та пулчĕ: «Шыраса илĕр. Унсăрăн администраци тĕлĕшпе ыйтусем çуралма пултараççĕ».

Муниципалитетсен влаçĕсем çĕр тĕрĕслевне кирлĕ пек йĕркелеменни самай калаçтарчĕ. Кулăшла та пек: Йĕпреç райадминистрацийĕн пуçлăхĕ кăçал йĕркелемелли тĕрĕслевсен планне пĕлтĕр йышăнмалла пулни пирки калать. Йĕпреçсем пĕлтĕр çапла туман, çавна май кăçал ĕçлемелли план та çук. «Эпир планпа пăхман тĕрĕслевсем ирттеретпĕр» тени вырăнти влаçа тÿрре кăлармасть. Ахальтен мар ĕнтĕ çакнашкал ларăва пуçласа хутшăнакан Василий Пословский те, республикăн çĕнĕ прокурорĕ, сăмах хушрĕ: «Çĕр лаптăкĕ пушă выртнине, унпа усă курманнине куратăр тăк — пире сигнал парăр. Эпир ку енĕпе вырăнти влаçпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме хатĕр». Администрацирен шикленмеççĕ пулсан яваплăха туйманнисене прокурор хăратма пултаратех ĕнтĕ.

Ларура Канаш хулипе районĕн администрацийĕсенче коррупципе кĕрешес ĕçе мĕнле йĕркеленине тишкерчĕç. Владислав Софроновпа Владимир Степанов «çитменлĕхсене шута илнĕ, вĕсене пĕтерес енĕпе ĕçлетпĕр» тенипех çырлахасшăн пулчĕç-ха, анчах вице-премьерăн — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин Юрий Васильевăн тиркевĕнчен пăрăнаймарĕç. Юрий Егорович чылай çитменлĕхе пайăррăн асăнчĕ. Канаш райадминистрацийĕнче коррупципе çыхăннă профилактика ĕçĕшĕн яваплă çынна та палăртман иккен. 14-16-мĕш çулсенче вырăнти чиновниксен тупăшĕ çинчен калакан кăтартусене пĕрре те тĕрĕслемен. Пĕр тĕп специалиста çавнашкал справкăсăрах ĕçе йышăннă. Служащисен аттестацине 2008 çултанпа ирттермен. Списока малалла тăсма пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл тарăхсах каларĕ: «Эпир сирĕнпе семинарсем ирттерсе йăлăхрăмăр ĕнтĕ. Пĕтĕмпех — усăсăр!»

... Юлашкинчен — студентсен хушшинче коррупци темипе ирттернĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕнчи пĕр цифра. Ăна ларура вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов пĕлтерчĕ. Ыйтăма явăçтарнисен 17% республикăра коррупци çÿллĕ шайра тесе хуравланă иккен. Çулталăк каялла çапла шухăшлакансен йышĕ сахалрах пулнă. Шухăшласа пăхмалăх пур...

Николай КОНОВАЛОВ

Теги: 

Комментари хушас