Салтак пурнăçне çăлнă

11 Пуш, 2020

Пасар çынпа курнăçмалли, пуплемелли, паллашмалли чи лайăх вырăн тесен те йăнăш мар пулĕ. Яманак ялĕнчи Валентина Егоровăна эпĕ шăпах унта тĕл пултăм, чылайччен калаçрăм.
Вăл Пысăк Чуллă ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Виссарионпа Ирина Егоровсем ывăлĕпе икĕ хĕрне ĕçе юратма, ваттисене хисеплеме вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ачисем Супар ялĕнчи кукамăшĕн ăшшине туйса ÿснĕ. Кукашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман.
Валентина Супар шкулĕнчи 8-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкара çул тытнă. Унта тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Хулара пурăннă пулсан та ялти кукамăшне пăрахман. Канмалли кунсенче ăна пулăшма васканă. Пĕррехинче ялти фельдшер Ксения Алексеевна ăна юн пама илсе кайнă. Унтанпа чылай шыв-шур юхса иртнĕ. Паян Валентина Виссарионовна — Чăваш Республикин хисеплĕ донорĕ. Вăл 66 хутчен юн панă. Миçе çыннăн пурнăçне çăлса хăварман-ши?
Пĕррехинче çамрăк донор патне пĕр салтакран çырупа пĕрле бандероль килнĕ. Вальăн юнĕ ăна вилĕмрен çăлнине пĕлтернĕ. Çавна май салтак хĕре чĕререн тав тунă, çÿçеллĕ тутăр, виçĕ метр пусма ярса панă.
Кукамăшĕ Агреппина Игнатьевна ватăлсан хĕр Супара пурăнма куçнă. Ăна клуб ертÿçинче ĕçлеме шаннă. Вăл çак вăхăтра Нимĕчкассинчи Иван Тимофеевпа çемье çавăрнă, пĕр ывăл çуратнă. Шел те, çемье телейĕ нумая пыман. Чурăс кăмăллă çынсем пилĕк çултан мăшăрĕн пурнăçне татнă.
Каярахпа вăл Яманакри Вениамин Егоровпа паллашса çемье çавăрнă, икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути кăтартнă. Упăшки унăн ăста купăсçă пулнă.
Валентина Виссарионовна малтан бригадăри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă, кайран Яманакри сĕт-çу ферминче дояркăра тăрăшнă. 26 çул вăй хунă вăл унта, ултă теçетке çултан иртичченех. А.Маркова дояркăпа пĕрле ĕçленĕ вĕсем. З.Мудрова, К.Егорова ĕçченсене паян та ăшшăн аса илет. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕр вăхăт хуралçăра вăй хунă.
Валентина Егорова ялти пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле концерт-спектакль лартнă çĕре те хастар хутшăннă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен, маттур çитĕнчĕç. Халĕ вĕсем пурте пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă. Шел те, мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Татьяна БОРИСОВА, Красноармейски районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.