Сăмах пултăр витĕмлĕ!

19 Кăрлач, 2017

Кăрлачăн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче республикăри журналистсем, кĕнеке-хаçат кăларакансем тата полиграфистсем хăйсен уявне палăртрĕç. Пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, ĕçре ăнăçусем сунчĕ.

«Массăллă информаци хатĕрĕсенче пултаруллă, тÿрĕ кăмăллă, хăйсен профессине чунпа парăннă çынсем, чăн-чăн патриотсем ĕçлемелле. Шанатăп, республикăри медиауçлăхра шăпах çакнашкал çынсем тăрăшаççĕ те», - терĕ вăл. Вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсем яланхиллех социаллă пĕлтерĕшлĕ миссие пурнăçланине те палăртрĕ Михаил Игнатьев. Вĕсем çынсене информаципе кăна тивĕçтермеççĕ, кирлĕ пĕлÿ те параççĕ, общество умĕнчи çивĕч ыйтусене хускатаççĕ, влаçпа халăх хушшинче хутшăну йĕркелеççĕ.

Республика ертÿçи сăмах ăстисене 2017 çулта çитĕнÿсем тума, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕртме ырă суннă май: «Ытларах лайăх, витĕмлĕ хыпарсемпе савăнтарăр», - терĕ.

Иртнĕ çул пичет отраслĕнче те пĕлтерĕшлĕ пулăмсем чылай пулнă. Сăмахран, «Хыпар», «Тантăш», «Республика», «Хресчен сасси» хаçатсем тата Патăрьел, Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Пăрачкав районĕсен хаçачĕсен редакцийĕсем юбилейĕсене палăртнă. Кăçал вара «Советская Чувашия» хаçат 100 çулхи юбилейне уявлĕ. ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов кăçалхи çуркунне Наци телекуравĕн тата радиовĕн кăларăмĕсене спутник урлă трансляцилессине пĕлтерчĕ. Çавна май Чăваш телекăларăмĕсене пĕтĕм тĕнчипех пăхма пултарĕç.

Пичет ĕçченĕсене çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Чăваш журналисчĕсен союзĕн председателĕн заместителĕ Анатолий Данилов саламларĕç.

Ĕçре палăрнисене уявра тĕрлĕ наградăпа хавхалантарчĕç. «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята Елчĕк районĕн «Елчĕк ен» хаçачĕн тĕп редакторĕ Николай Алексеев тата Вăрмар районĕн «Хĕрлĕ ялав» хаçачĕн тĕп редакторĕ Зинаида Павлова илчĕç. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем те пурри савăнтарать: система администраторне Нина Ивановăна ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе, «Хресчен сасси» хаçат редакторне Валентина Петровăна ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç. «Хыпар» хаçатăн политика, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕн редакторĕ Николай Коновалов - коррупципе кĕрешес енĕпе ирттернĕ, социаллă пурнăç пайĕн тишкерÿçи Роза Власова Ĕç çыннин çулталăкне пĕтĕмлетсе йĕркеленĕ конкурссенче çĕнтернĕ. Вĕсем дипломсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер премине кăçал Чăваш наци телерадиокомпанийĕн радиохыпарлав редакторне Владимир Егорова тата «Чăваш Ен» Чăваш патшалăх телерадиокомпанин «Чебоксары ТВ» студин шеф-редакторне Ольга Петровăна пачĕç. «Çамрăксен хаçачĕн» штатра тăман корреспонденчĕ Альбина Любимова-Юрату Николай Никольский премийĕн лауреачĕ пулса тăчĕ. Леонид Ильин премине Патăрьел районĕн «Авангард» хаçачĕн экономика пайĕн редакторĕ Ольга Павлова тивĕçрĕ.

Валентина МАКСИМОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.