Ҫӑмӑл атлетика пур, пулать те
14 Jan, 2018 | Спорт | ăмăртусем

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн Кубокӗшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртет.

Унта тӗрлӗ регионтан 900 яхӑн спортсмен чупас,хӑвӑрт утас,ҫӳллӗшне тата инҫӗшне сикес тата ытти енӗпе ӑмӑртать. Пурӗ тӑватӑ ӳсӗмри спортсеменсем вӑй виҫеҫҫӗ. Ӑмӑртӑва ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Иганатьев,ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп вӑййисен  чемпионкипе призерӗ Елена Николаевӑпа Владимир Андреев хутшӑнчӗҫ, пухӑннисене ҫӗнӗ спорт сезонӗ пуҫланнӑ ятпа саламларӗҫ, спортсменсене ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем,тренерсене тӳсӗмлӗх сунчӗҫ. Михаил Васильевич Чӑваш Енре ҫӑмӑл атлетика спортӑн юратнӑ тӗсӗ пулнине палӑртрӗ. Кӑмӑл тӑвакан кирек кам та парӑнтарма пултарать ӑна. Асӑннӑ ӑмӑрту вара тахҫанах йӑлана кӗнӗ. Спортсменсем кӗтеҫҫӗ, хаваспах хутшӑнаҫҫӗ унта. "Ҫӑмӑл атлетика Чӑваш Енре пулнӑ, пур, пулать те!" - пӗтӗмлетрӗ Михаил Васильевич.

Михаил Осипов, Йошкар-Олари 24-мӗш шкулта физкультура вӗрентекен:

- Пире ҫывӑх та ҫулсеренех хутшӑнатпӑр ку ӑмӑртӑва.Манежа ҫав тери лайӑх тунӑ. Тренировкӑсем ирттермелли те пур. Тупӑшусем яланах ҫӳллӗ шайра иртеҫҫӗ. Маттур, ӑмӑртусене йӗркелеме пӗлетӗр эсир! Пирӗн ку енӗпе сирӗнтен, кӳршӗсенчен вӗренмелли нумай. Ҫӗнӗ Шупашкара та кăмӑллатпӑр. Хӑтлӑ, ӑшӑ кунта. Ҫыннисем ырӑ кӑмӑллӑ. Судьясем те сирӗн, пирӗн тесе уйӑрмаҫҫӗ, спортсменсен пултарулӑхне тӗрӗс хак параҫҫӗ".

Василий Никитин, Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнчи ҫӑмӑл атлетика енӗпе тренер:

- Кунта ӑмӑртусем ирттерме условисем чӑннипех те лайӑх.Кун пек манеж Раҫҫейре те сахал.Разминка ирттермелли ятарлӑ пӳлӗмсем те пур. Ҫавӑнпа спортсменсем ытти регионсенчен пирӗн хулана килме юратаҫҫӗ.Манӑн вӗренекенсем те виҫҫӗн ӑмӑртаҫҫӗ паян.Катя Крымзова призер пуласса шанатӑп.Тӗрӗссипе,эпир ку ӑмӑртӑва ҫулсеренех хутшӑнатпӑр.Кӑҫал пирӗн тӗп конкурентсем - Тутарстан тата Чулхула спортсменӗсем.Ҫапах та ӑнӑҫу пирӗн енчех пуласса шанатпӑр!"

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас