Сăра та чикĕ урлă çул хывасшăн

24 Юпа, 2018

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче тĕп калаçу республикăн ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программи тавра пулчĕ. Унпа ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов программăра АПК сферин мĕн пур çул-йĕрне палăртни çинчен каларĕ — усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртессинчен пуçласа ял хуçалăх продукцийĕн экспортне вăй парасси таранах. 

Хальлĕхе Чăваш Енри АПК предприятийĕсем хăйсен продукцине 26 ют çĕршыва ăсатаççĕ. Тĕп продукци — кондитер изделийĕсем. Министр ку енĕпе кайăк-кĕшĕк ашĕ тĕлĕшпе малашлăх пуррине палăртрĕ. Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» курав хыççăн сăра тĕлĕшпе шанăç çуралнă. Çавăн пекех министр Чăваш Енĕн алкоголь продукцине те чикĕ леш енне ăсатма май пуррисен шутĕнче асăнчĕ.

 

Комментари хушас