Савăнăç кÿрекен пултарулăх

13 Нарăс, 2014

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне тата В.Д.Димитриев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа пĕтĕмлетÿллĕ сесси пуçланчĕ. Вăл нарăсăн 13-мĕшĕчченех ĕçлĕ.

Асăннă мероприятие хутшăнакансемшĕн Василий Димитриевич сăнарĕ куç умне уçăмлă тухтăр тесе институт ĕçченĕсем «В.Димитриев - историк, институт ертÿçи, общество деятелĕ, гражданин» ятпа фотокурав йĕркеленĕ. Çак кун учрежденишĕн тепĕр пулăмпа та асра юлĕ: чăваш халăхĕн чапа тухнă ăсчахĕсен портречĕсенчен тăракан мухтав галерейине вĕр çĕнĕ сăн ÿкерчĕк пуянлатрĕ - Василий Димитриевăн сăнĕ.

Сумлă хăнасем йышлăн, вĕсем республика тулашĕнчен те килсе çитнĕ. Сесси президиумĕнче вара эпир пурте пĕлекеннисем: Чăваш Ен культура министрĕ Вадим Ефимов, вĕренÿ министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, РКУ Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев.

Сессие уçнă май ЧПГĂИ директорĕ Юрий Исаев, çапла ăнлантарчĕ: «Гуманитари институтĕнчи ăслăлăх черетлĕ кунне халăхăмăрăн чăннипех мухтава тивĕç ывăлĕн ячĕпе çыхăнтарас шухăша историксен пысăк ушкăнĕ палăртнă, ăсчах ячĕпе иртекен пысăк пĕрремĕш мероприяти ку».

Культура министрĕ пухăннисене пирĕнтен кашниех çĕр-шыври паллă ученăй ĕç-хĕлне хăш енĕпе те пулин пĕлнине аса илтерчĕ. Василий Димитриевич чăвашсен историне политика, социаллă пурнăçпа экономика, этногенетика тĕлĕшĕнчен 60 çул ытла тишкернĕ-тĕпченĕ. Унăн ĕç-хĕлĕ ЧР патшалăх архивĕпе тачă çыхăннă. «Паян ăслăлăх анинче вăй хуракансене те сумлă ентешĕмĕрĕнни пек ăнăçлă тĕпчевсем хатĕрлеме пултарулăх сунас килет. Савăнăç кÿрекен пултарулăх», - терĕ Вадим Петрович.

Пĕтĕмлетÿллĕ сесси институтăн ăслăлăхри çитĕнĕвĕсене пĕтĕмĕшле йĕрлесе тухма тивĕç. Шăпах çак тĕллевпе ăна виçĕ куна тăсма палăртнă та ĕнтĕ. Апла пулин те малтанхи кун мĕн пур доклад хуçи Василий Димитриевăн ăслăлăхри çул-йĕрне тишкерчĕ. Эпĕ вара пухăннă çынсенчен сумлă профессора аса илсе калаçма ыйтрăм.

Валерий АНДРЕЕВ, РКУ Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ, истори наукисен докторĕ:

- Василий Димитриевич, пĕрремĕшĕнчен, манăн ентеш - Çĕрпÿ енĕн хисеплĕ гражданинĕ. Тата - вĕрентекенĕм те. Паянхи студентсене ĕненме йывăр пулĕ, анчах палеографипе зачет илсе тухнă хыççăн тÿрех общежитие Çĕнĕ çул кĕтсе илме вĕçтерни те пулнă. 2001 çулта пысăк ăсчахăн çирĕп кăмăлне, парăнманлăхне курса тĕлĕннĕччĕ. Ун чухне чăваш халăхĕ Раççей патшалăхĕн йышне кĕнĕренпе 450 çул çитнине паллă тума хатĕрленеттĕмĕр. Мускавран темиçе академик алă пуснă çыру илтĕмĕр те кăмăл хуçăлчĕ: пирĕн халăх пирки наукăра ун пек çирĕплетÿ çук имĕш. В. Димитриев çав-çавах парăнмарĕ, чăвашсем вырăссемпе пĕр патшалăха пĕрлешни çинчен ĕнентерÿллĕ документсем пухма пултарчĕ. Уяв пулса иртрĕ-иртрех!

Андрей АЛЕКСАНДРОВ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ:

- Маншăн вăл пурнăçра кармашмалли хăйне майлă шай е çÿллĕш. Васкамасăр, тĕплĕ ĕçленĕрен унăн тĕпчевĕ-çырăвĕ пирĕн халăхшăн кăна мар, Раççей ăслăлăхĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Унпа вĕренме çăмăл марччĕ /ахальтен мар университетра палеографипе экзамен тытнă хыççăн авланма юрать тесе шÿтлетчĕç/, анчах ĕçлеме питĕ çăмăлччĕ, мĕншĕн тесен хăйĕнчен çирĕп ыйтакан çынччĕ. Пирĕнтен уйрăлса кайнă ăсчахăмăра чĕрере упрама, ăна тĕслĕхе лартма сăлтав сахал мар.

Ананий ИВАНОВ, Мари Эл патшалăх университечĕн профессорĕ:

- Хăйĕн пурнăçне халăх историне, çав шутра чăвашсенне, тĕпчессине халалланă çынсемшĕн Василий Димитриев - чăн тĕслĕх. Пире хамăр суйланă хутлăхра профессионал шайне çĕкленме пулăшнă вĕрентекен вăл. Паян тĕрлĕ ученăй çак зала пухăнса ăна аса илни, унăн ĕçĕсене хак пани - ăна хамăр мĕнлерех хисепленине палăртниех.


Ирина ПУШКИНА.

Александр КУЗНЕЦОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.