Савăнăç кÿрет çĕнтерÿ

20 Çĕртме, 2017

5 çул каялла Кÿкеçри «Ягодка» ача садĕнче Олеся Евстрикова ертсе пынипе «Задоринки» вокалпа хореографи ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Çак тапхăрта ачасен пултарулăхри пурнăçĕ вĕресе кăна тăнă. Çĕр-çĕр репетици иртнĕ, вун-вун ташăпа юрă номерĕ хатĕрленĕ, к о н ц е р т с е н е хутшăннă, районти, республикăри ăмăртусенче çĕнтерсе нумай кубокпа грамотăна тивĕçнĕ вĕсем. Паллах, ку пысăк ĕç. Вăл савăнăç кÿрет, ачалăхăн манăçми саманчĕсене çутă тĕссемпе ÿкерет, туслăха çирĕплетет.

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ ачасем «Чăваш Ен ахахĕсем» республика конкурсĕнче çĕнтерчĕç. Илемлĕ юрри-ташшипе жюрие кăна мар, куракана та тĕлĕнтерчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.