Савӑнӑҫ парнеленĕ каҫ

9 Ака, 2018

Чӑваш театрĕн Питĕрти гастролĕ И.С.Максимов-Кошкинскин "Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектаклĕпе уҫӑлчĕ. "Литейнӑйри" театрӑн директорĕ - пултарулӑх ертӳҫи Сергей Морозов чӑваш артисчĕсене ӑнӑҫу сунчĕ. "Театр уйрӑм ҫынсене ҫеҫ мар, коллективсене, халӑхсене, вĕсен культурисене пĕрлештерме пулӑшать", - терĕ.

Пирĕннисенчен куракансене театрӑн директорĕн ĕҫĕсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, ЧР Театр ĕҫченĕсен союзĕн председателĕ, Чӑваш халӑх артисчĕ Геннадий Медведев саламларĕҫ.

Чӑваш театрĕ Питĕрте юлашки хут 2006 ҫулта пулнӑччĕ. Йӑхташсем ун чухне тӑван чĕлхешĕн, культурӑшӑн, йӑла-йĕркешĕн тунсӑхласа ҫитни самай палӑрнӑччĕ.

Халĕ мĕнле-ши? Куракансен шухӑшĕсене итлесе пӑхар-ха:

Игорь Степанов, Вӑрмар районĕ:

- Улттӑн (мӑшӑр, унӑн шӑллĕ, тус - юлташсем) килтĕмĕр спектакле. Питĕ килĕшрĕ. Шкулта вĕреннĕ вӑхӑт аса килчĕ. "Нарспири" йĕркесене ҫĕнĕрен вуланӑн туйӑнчĕ. Поэма авторĕн кун-ҫулĕ кĕске те синкер пулнӑ мĕн. Валерий Карпов артист ун сӑнарне чуна пырса тивмелле уҫса пачĕ.

Альбина Сергеева, Тӑвай районĕнчи Лачкасси ялĕ:

- Питĕрти Киров ячĕллĕ заводра 1979 ҫултанпа ĕҫлетĕп. Паян та ĕҫренех кунта васкарӑм. Мĕнле юлӑн-ха? Пире савӑнӑҫ кӳме театр хӑй килнĕ ҫке. Спектакль питĕ килĕшрĕ. Юррисем тата... вĕсене пирĕн аннесем, асаннесем юрлатчĕҫ. Макӑрса та илтĕм. Хам та ентешлĕх ҫумĕнчи "Нарспи" хорта вунӑ ҫул юрланӑ. Театр кӳнĕ телейлĕ саманта темĕнччен асӑнса пурӑнӑпӑр.

 

 

Рубрика: 

Комментари хушас