Сайт тата хаçат? Уйрăмлăх пурах

28 Чÿк, 2017

Студент çулĕсенче, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, мĕн пур информацие библиотекăсенчи вулав залĕсене çÿресе хаçат-журналтан, кĕнекесенчен илнĕ. Халĕ вара интернетсăр пурăнма май çук. Информацие урăхла майпа шырасси пирки паян, тĕрĕссипе, шухăшламастпăр та-и? Интернетри сайтсене çĕр чăмăрĕ çинчи кашни çыннах кĕме, хыпарсемпе паллашма пултарать.

Кирлине тÿрех тупчăр теççĕ пулинех

Çапла вара сайт — пĕтĕм тĕнчери интернет тетĕлĕнчи вырăн. Унта — тĕрлĕ хыпар, информаци, фильмсем, кĕнекесем... «Интернетри сайтсенче паян темĕн те вуласа пĕлме пулать тĕк хаçат кирлĕ те мар пуль? Çитменнине, информацие радио, телекурав урлă та илме пулать», — тейĕ хăш-пĕр вулакан. Эпир, калемçĕсем, республикăри район администрацийĕсен, ял тăрăхĕсен сайчĕсемпе паллашсах тăратпăр. Тĕрĕссипе, ахаль вулаканшăн вĕсем интереслех те мар…

Район администрацийĕн сайчĕсене куллен çĕнĕ информаци вырнаçтараççĕ, анчах хыпарĕсем чылай чухне пĕрешкел. Пурнăçĕ те, пулăмĕсем те пĕр пекрех тейĕн. Район сайчĕсем пурте тенĕ пекех актуаллă хыпарсенчен, кулленхи хыпарсенчен, пĕлтерÿсенчен, видеохыпарсенчен, календарьтен, публикацисенчен, ыйтусенчен тăраççĕ. Район администрацийĕсен, ял тăрăхĕсен сайчĕсем — вырăсла. Анчах ку хыпарсене чăвашла çырма юрамасть тенине пĕлтермест. Хăш-пĕр чухне мĕнле те пулин пулăм е мероприяти пирки тăван чĕлхепех вуласа пĕлме пулать. Калăпăр, нумаях пулмасть Красноармейски райадминистрацийĕн сайтĕнче Николай Ершов çыравçăн пултарулăх каçĕ иртни пирки чăвашлах вуларăм. «Николай Гаврилович Ершовăн пултарулăх каçĕ иртрĕ» ят панă ăна. Сăнанă тăрăх, сайтсенчи хыпарсен ячĕсем çав тери вăрăм. Тĕрĕссипе, тулли предложенисенчен тăраççĕ вĕсем. Мĕн çинчен калас тени ятĕнченех паллă. Ку — сайтсен хăйне евĕр кухни, шыракан хăйне кирлĕ информацие вăхăта сая ямасăр тÿрех туптăр тени. Акă, тĕслĕхрен: «Етĕрне районĕнче ял хĕрарăмне халалланă «Ял хĕрарăмне — амăшне мухтатпăр» уяв иртнĕ». Ятĕнчех йăлтах паллă, хаçатсенче вара статья ячĕсем кĕскерех, илĕртÿллĕрех. Вĕсем вулакана кăсăклантарма пултараççĕ. Сайтри информацисенче ытларах пулни-иртни, çав мероприятисене камсем хутшăнни пирки кĕскен хыпарлаççĕ.

Уйрăм çынсем мĕн каланине сайра хутра кăна илсе кăтартаççĕ. Ку хыпарсенче пĕр-пĕр ыйтăва тĕпчени-тишкерни çук. Паллах, автор кăмăл-туйăмĕ те палăрмасть. Хаçатсенчи хыпарсенче, материалсенче çапах автор пурри сисĕнет.

Чылай вăхăт тишкернĕ тата сăнанă тăрăх Вăрнар, Патăрьел, Етĕрне районĕсен администрацийĕн сайчĕсем тулли пулни палăрчĕ. Вăрнарсен информацийĕсем анлă, хушăран вĕсем хăйсен тăрăхĕнчи интереслĕ çынсем çинчен те çырса кăтартаççĕ, информаци ячĕсене раснарах пама тăрăшаççĕ. Вăрнарсемпе Патăрьелсем ял хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи хыпарсене ыттисенчен нумайрах вырнаçтараççĕ. Етĕрне райадминистрацийĕн сайчĕ те кăсăклă.

Ял тăрăхĕсен сайчĕсене сăнас тăк вара Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçсене çитекен çуках. Ку хутлăхра виçĕ чăваш ялĕ — Кивĕ Эйпеç, Суйкăн тата Çĕнĕ Эйпеç — кăна. Кашни хăй — ял тăрăхĕ. Апла пулин те Кивĕ Эйпеçсем ял илемлентĕр, аталантăр тесе ытларах тăрăшни сайта пăхса тăнинченех сисĕнет. Вĕсем çулсеренех республикăри ял тăрăхĕсен хушшинче йĕркелекен тĕрлĕ проект-конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ, ялта чылай паркпа обьект уçаççĕ. Сайтне те интереслĕ йĕркелесе пыраççĕ. Кунта парксенче мĕнле ĕçсем пурнăçлани пирки те, авалхи йăлана асра тытса уявсем йĕркелени, çăпата тăвакансемпе ялти драма кружокĕ, пьеса çыракансем çинчен те вуласа пĕлме пулать. Апла тăк Кивĕ Эйпеçсем пурнăçпа тан утаççĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.