Сербирен — медальпе

7 Çĕртме, 2018

Çу уйăхĕн 24-28-мĕшĕсенче Сербири Крагуевац хулинче Пĕтĕм тĕнчери каратэ сетокан ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен спортсменĕсем те хутшăннă.
Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышне Чăваш Енри 7 спортсмен лекнĕ, вĕсем Шупашкарти «Будокан» спорт клубĕнче Дмитрий Фомиряков тата Вениамин Астраханцев тренерсем патĕнче хатĕрленеççĕ.
12-13 çулсенчи каратистсен хушшинче «командăллă кумитэ» дисциплинăра Шупашкарти Александр Максимов тата Роман Владимиров çĕнтернĕ. Александр кумитэ енĕпе — «кĕмĕл», ката енĕпе «бронза» çĕнсе илнĕ. 16-17 çулсенчисен хушшинче кумитэ енĕпе Виктор Фомиряков кĕмĕл призер пулнă. 10 çула çитменнисен йышĕнче вара Павел Посаженников — «кĕмĕл», Дмитрий Демидов «бронза» çĕнсе илнĕ. 9 çулти Кирилл Нюренберг вара тантăшĕсен хушшинче ката енĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Пирĕн спортсменсем пурĕ 8 медаль илсе килнĕ.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.