Сĕт фестивалĕ

1 Юпа, 2014

Иртнĕ эрнере шупашкарти «николаевский» суту-илӳ комплексĕнче сĕт фестивалĕ иртрĕ. Кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркеленĕ ăна.

Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. «Эпир, тавар туянакансем, сĕте ăçтан кÿрсе килнине, ăна кам хатĕрленине сутуçăран ыйтма тивĕç. Çавна май ăна суйланă чухне йăнăшмастпăрах». Экономика тĕлĕшĕнчен сĕт производствине аталантарма нумай çула хывакан инвестици кирлине палăртрĕ вăл. Сĕт туса илекенсене тата ăна тирпейлекенсене тав турĕ.

Сĕт туса илекенсен наци союзĕн правленийĕн ертÿçи Андрей Даниленко Чăваш Ен паха сĕт юр-варĕпе палăрнине каларĕ. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн республика ертÿçине тав турĕ.

Михаил Игнатьев пĕр ĕнерен çулталăкне 7 пин ытла кг сĕт суса илнĕ операторсене чысларĕ. Çавăн пекех ача-пăча конкурсне хутшăннă çамрăк ÿнерçĕсене дипломпа тата парнепе хавхалантарчĕ.

Михаил Игнатьевпа Андрей Даниленко ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Сĕт туса илекенсен наци союзĕ «Три молочных продукта в день» проекта пурнăçласси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç.

Фестивале кăçал сĕт тирпейлекен 8 предприяти хутшăннă. Уяв вăхăтĕнчех «çавра сĕтел» йĕркеленĕ.

Сăмах май, Чăваш Енре паянхи кун сĕт тирпейлекен 12 предприяти ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсем пĕтĕмĕшле 111,1 пин тонна сĕт туяннă. 2014 çул пуçланнăранпа 79,8 пин тонна таса сĕт продукчĕсем туса кăларнă.

Уява пухăннисене кичем пулмарĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăннипе пĕрлех сĕт юр-варне тутанса пăхма, хаклама, туянма май килчĕ. Çавăн пекех фестивальте тухтăрсемпе косметологсем усăллă сĕнÿсем пачĕç. Сĕт юр-варĕпе мĕнлерех чиперленмеллипе паллаштарчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.