Сĕтрен - вун-вун тĕрлĕ юр-вар!

29 Авăн, 2014

Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти «Николаевский суту-илÿ комплексĕнче «Сĕт фестивалĕ-2014» иртнĕ. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, РФ сĕт туса илекенсен наци пĕрлĕхĕн правленийĕн председателĕ Андрей Даниленко хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян потребительсен рынокĕнче вырăнта тата республика тулашĕнче хатĕрлекен сĕт юр-варĕн тĕрлĕ тĕсне сутнине палăртнă. «Пирĕн, апат-çимĕç туянакансен, сутуçăсенчен ялан: «Ку сĕте ăçтан кÿрсе килнĕ, ĕнесене мĕн çитереççĕ, мĕнле пăхаççĕ, вĕсем хăш ăратран?» - тесе ыйтмалла. Çапла кăсăклансан çеç эпир тавар пирки нумайрах пĕлĕпĕр, сывлăхшăн кирлĕскере туяннă чух сахалрах йăнăшăпăр», - тенĕ М.Игнатьев. Экономика тĕлĕшĕнчен илсен сĕт производстви 8-15 çуллăх инвестици кредичĕ хывнипе палăрса тăрать. ЧР Пуçлăхĕ сĕт туса илекенсемпе ăна тирпейлекенсене тав тунă.

А.Даниленко республика ертÿлĕхне ачасен, ашшĕ-амăшĕн сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе ырă ĕç тунăшăн тав тунă. «Чăваш Ен паха та чăн-чăн сĕт юр-варĕпе чапа тухнă», - пĕтĕмлетнĕ вăл.

Республика Пуçлăхĕ машинăпа ĕне сăвакансен ушкăнне /вĕсем пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 7 пин ытла килограмм сĕт сунă/ награда панă, шкулта вĕренекенсен «Ачасем, сĕт ĕçĕр!» конкурсĕнче çĕнтернисене Дипломпа, парнепе хавхалантарнă.

М.Игнатьев тата А.Даниленко «Куллен сĕтĕн виçĕ тĕрлĕ апачĕ!» проекта пурнăçа кĕртессишĕн ЧР Министрсен Кабинечĕпе РФ Сĕт туса илекенсен наци пĕрлĕхĕ хушшинчи килĕшĕве алă пуснă.

Сĕт фестивалĕ республикăра виççĕмĕш хут иртнĕ. Унта çак продукцие тирпейлекен 8 предприяти хăйĕн юр-варне кăтартнă. «Раççейри тата Чăваш Енри сĕт рынокĕн лару-тăрăвĕ» темăпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртнĕ.

Хальхи вăхăтра сĕте 12 предприяти тирпейлет. Вĕсем кăçал хресченсенчен 111,1 пин тонна сĕт йышăннă. Тирпейлÿçĕсем суту-илĕве 79,8 пин тонна юр-вар ăсатнă. Хамăр туса илекен сĕтпе республикăра пурăнакансене тивĕçтересси 140 процентпа танлашать.

С.СЕРЕГИН

Рубрика: 
Автор: