Шăллĕ хыпарсăр çухалнă

25 Раштав, 2014

Михаил Хованскин шăллĕ Данил Иванович та /11.06.1924/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Салтак ячĕ тухсан малтанах Канаш хулинчи вĕренÿ пунктĕнче çар ĕçне хăнăхнă, унтан - фронта.

Вăл та çывăх çыннисем патне çыру çырсах тăнă. Шел, вăрçăран таврăнайман, 1943 çулхи март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă.

«Анне икĕ ывăлне вăрçа ăсатнă. Асли, Михаил, сусăрланса таврăннă, суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Кĕçĕнни, Данил, çапăçу хирĕнчен таврăнман. Анне ăна кунĕн-çĕрĕн кĕтсех çĕре кĕчĕ, - аса илет вĕсен йăмăкĕ, Хĕрлĕçырта пурăнакан Людмила Ивановна. - Эпĕ те Данил пиччене çак таранчченех кĕтсе пурăнтăм. Мĕнле те пулин çаврăнса çитĕ-ха, вăрçăра тем те пулать. Тен, сывах-ха, - тесе, хама йăпатса ĕçе тухса утаттăм».

Стройкăра-и, уй-хирте-и, хăмла пахчинче-и - пур çĕрте те чунне парса вăй хунă Людмила Ивановна. Вăл пĕчченех пурăнать. Пиччĕшĕ таврăнасса кĕтсех иртет кун-çулĕ.

 

«Тен, таврăнăпăр-ха...»

1942 çулхи сентябрь уйăхĕн 29-мĕшĕ.

Ку çырăва Канашран яратăп. Пĕтĕм ротăна пĕр талăклăх дежурствăна илсе кайрĕç. Вырсарникун пасар пулчĕ. Тем те илме пулать, анчах таварĕ питĕ хаклă.

Ман пата Миша пичче çыру янă, дежурствăра тăнă чух пырса пачĕç. Уçса пăхрăм та кăмăл пăсăлчĕ: ман ÿсĕмрисем пурте вăрçа тухса кайни çинчен пĕлтернĕ вăл хăй вĕренекен çĕртен.

Мана та, Мишăна та ялти хыпарсене çырса ярăр. Манпа пĕр çултисем ăçтине пĕлес килет. Хальлĕхе аван пурăнатăп. Çăкăр çителĕклех параççĕ. «Турă пулăшсан тата пăрахмасан, тен, таврăнăпăр-ха», - тăвансем питĕ ан кулянччăр тесе çырнă Миша. Ăçта ярасси пирĕнтен килмест, мĕн кĕтет - никам та пĕлмест.

Сире пурсăра та хĕрÿллĕ салам. Çемьери пĕр ачин те пулин телейĕ çитĕ-ши киле таврăнма?

Салампа - Данил Хованский.

 

1942 çулхи октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ.

Атте-анне, эсир мана хăвăра ватлăхра пăхмашкăн 18 çула çитиччен ÿстертĕр. Анчах пире çĕршыва хÿтĕлеме ячĕç.

Октябрĕн 1-мĕшĕнче Канаша пулеметнăй командăна илсе килчĕç, пĕр уйăх вĕрентетпĕр теççĕ. Ку çырăва илсен Канаша çырăр. Эпир икĕ хутлă казармăра пурăнатпăр. Хальлĕхе пурте йĕркеллĕ. Взводра 5-6 чăваш ачи пур. Хамăр районтан - Тикаш, Шăхаль, Çĕнĕ Кавал каччисем.

Эпĕ Миша, Мархва инке, Улькасем патне те çыру янăччĕ. Хуравлăр.

Салампа - Данил Хованский.

 

1942 çулхи октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕ.

...Халĕ эпĕ - рядовой хĕрлĕ армеец. Тикаш, Шăхаль ачисемпе пĕрле килтĕмĕр, пурте пĕр взводра. Пире кунта çак уйăхăн 30-мĕшĕччен тытас пек калаçаççĕ. Анчах хăçан илсе каяссине никам та пĕлмест.

Ыран гарнизона наряда каятпăр. Миша пичче те киле таврăнтăрччĕ тесе маншăн турра кĕлтăвать. Хуралта 4 сехет тăрса питĕ шăнтăм, хĕлле мĕнле чăтмалла-ши? Ирхине пире 5 сехет те 30 минутра вăратаççĕ. 5 минутра тăхăнса ĕлкĕрмелле, вара çырмари шывпа пите çăватпăр. Питĕ сивĕ.

Киле таврăнассăн туйăнмасть. Çывăраймастăп, питĕ япăх тĕлĕк куртăм. Çырас тăк аннен кăмăлĕ хуçăлĕ. Чунăм хурланать. Çĕнĕ Кавал ачипе Георгий Герасимовпа пĕрле выртса тăратпăр. Урăх çырмастăп. Сывă юлатăп.

Салампа - Данил Хованский.

 

1942 çулхи октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕ.

Хĕрлĕ Çартан сирĕн пата хĕрÿллĕ салам яратăп. Эсир хăвăр çиес çăкăрпа мана тăрантаратăр. Сухари те, пыл та килсе патăр.

Анне, ĕнер Тикаш хĕрарăмĕ пырса кайрĕ, татах пулатăп терĕ. Пире ноябрь уйăхĕнче илсе каясси паллă. Хăçан тата ăçта - пĕлместпĕр. Станцие кайсан Çиппа аппа патне кĕрсе тухăр. Мана хĕрхеннĕшĕн сире хам таврăнсан пулăшмалла пултăрччĕ. Ялти хыпарсене çырса пĕлтерĕр.

Салампа - Данил Хованский.

* * *

1943 çулхи январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Данил Хованский ашшĕн аппăшĕ патне янă çыру.

«Сывă-и, хаклă та нихăçан манмалла мар Çиппа аппа! Сана ырă сунса 2-3 сăмах та пулин çырса пĕлтерес терĕм.

Çиппа аппа, маншăн юлашки тата мĕскĕн кунсем çывхарса çитеççĕ пулĕ. Çак уйăхра «вĕри мунча» кĕме каятпăр. Килтен çыру илтĕм. Аттен сывлăхĕ япăх, куçĕ начарланнă тет...

Çиппа аппа, эпĕ таврăниччен пурăн. Маншăн куççуль сахал мар тăкни сая ан кайтăрччĕ. Эсĕ ырă суннипе те пулин киле таврăнайăп-ши? Çут тĕнчере пурăнса кураймасăрах пуçа кайса хурăпăр-ши?

Сывă пулăр, эпĕ те сывă юлатăп.

Салампа - Данил Хованский».

 

Галина Матвеева хатĕрленĕ.

Вăрмар районĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.