Шăмат кунхи номерте "Культура" кăларăм кун çути курчĕ.

18 Ака, 2014

Надежда Смирнова "Чунри "çÿп-çапран" хăтăласчĕ" статьяра чун, кăмăл-сипет, ăс-хакăл тасалăхĕ пирки сăмах хускатнă. Çак енсем мĕнре палăраççĕ-ха? Статьяпа палласшан хуравне тупма пулĕ.

Кăларăмра Вячеслав Шингарев журналист хăй вăхăтĕнче Шупашкара СССР халăх артисчĕ Михаил Ульянов килсе кайнă саманта аса илни пур.

Питĕрте пурăнакан Виталий Золотов пирки вулавçăсем илтнех ĕнтĕ, вăл -"Хыпар" авторĕ. Çав вăхăтрах Виталий Арсентьевич - çар морякĕ, тинĕс-çар ăслăлăхĕсен кандидачĕ, тавра пĕлÿçĕ... Çак кунсенче ентешĕмĕр 80 çул тултарнă.

Кăларăмра Çĕрпÿ районĕнчи Метикассинчи культура ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе, ытти хыпарпа паллаштарнă. Тĕплĕнрех - 5-6, 11-12 стр.

Рубрика: 
Теги: