ШĂНСА ПĂСĂЛСАН СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ

23 Раштав, 2015

Чире çĕнтерме пулăшакан темиçе меслетпе паллаштаратпăр. Вĕсем çанталăк сивĕтнĕ тапхăрта ап­т­ратакан чирсемпе кĕрешме, сывлăха лайăхлатма витĕм кÿреççĕ.

Апельсинпа техĕмлĕх

Суханпа ыхра шăршине килĕштермесен çак сĕнÿсемпе усă курма пултаратăр. Апельсина çурмалла касмалла, ăшĕсене гвоздика техĕмлĕх тăрăнтарса пÿлĕмсене хурса тухмалла. Гвоздика шăрши ыратнине лăплантаракан, микробсене хирĕç кĕрешекен витĕм кÿрет, апельсин шăрши пуç, сыпăсем, мышцăсем ыратнине ирттерет, иммунитета лайăхлатать.

Чĕлхе кăларса

Лор-тухтăрсем шăнса пăсăлсан час-часах чĕлхе кăларма сĕнеççĕ. Тĕлĕнмелле пек туйăнсан та çак хускану сывлав органĕсене юн пырса тăрассине лайăхлатать, лăймака тухассине вăйлатать, пыр ыратнине лăплантарать. Чĕлхене 5-7 çеккунта кăлармалла, янах еннелле туртăнтармалла. Унтан чĕлхене аялти шăлсем çумне хĕстермелле те çăвара сарлакан кармалла, çапла темиçе çеккунт тытса тăмалла. Прфилактика тĕллевĕпе чĕлхене кунне 3 хут, сипленнĕ чухне 5-6 хут кăлармалла.

Кăвак тĕс

Температура пысăк чухне кăвак тĕслĕ япала çине пăхни усăллă. Тĕслĕхрен, тинĕс пейзажĕллĕ картинăна е сăнÿкерчĕке сăнаса пăхсан лайăх. Сывалса пыратăр-ха, анчах вăй чакнине сисетĕр-? Хăвăр тавра сарăрах хĕрлĕ япаласене пухăр. Çак тĕс энергипе тивĕçтерет, кăмăла лайăхлатать. Хĕвел тĕслĕ пахча çимĕçпе улма-çырла та паха: вĕсенче иммун тытăмĕн ĕçне вăйлатакан, ОРВИпе тата гриппа чирлес хăрушлăха чакаракан бета-каротин, Е витамин нумай.

Уçăлса çÿремелле

Чирлесен те, кĕлетке температури ÿсмен чухне, уçăлса çÿрени усăллă. Вăтам хăвăртлăхпа 30-40 минут утни сăмсари тата бронхсенчи юн çаврăнăшне лайăхлатать. Ку пухăннă лăймакаран хăвăртрах хăтăлма пулăшать. Хăвăртрах утсан сывлав пăсăлма, сивĕ сывлăш кĕрсе тулма, сываласси вăраха кайма пултарать. Чир вăхăтĕнче чупма, ишме, тренажер залне кайма сĕнмеççĕ.

Хăйне евĕр

Шăнса пăсăлнинчен сипленнĕ чухне тĕрлĕ халăх хăйне евĕр мелсемпе усă курать.

Индире. Унта техĕмлĕхсемпе, уйрăмах куркумапа, сипленме хăнăхнă. Вăл шыçнине ирттерет, микробсемпе кĕрешет, вăйлă антиоксидант пулнипе палăрса тăрать.

Италире. Пицца çиеççĕ, ăна сыр, çăмарта, ешĕл, помидор хушса хатĕрлеççĕ. Çак çимĕçсем организмăн шăнса пăслассипе грипа хирĕçле хăватне ÿстереççĕ.

Мексикăра. Кашни апатах пăрăç хушаççĕ. Пăрăç бронхсене сарать, микробсемпе кĕрешет. Чирленине сиссенех кунта чĕлхе çине хĕрлĕ пăрăç порошокне кăштах хураççĕ те ăна шывпа çăтса яраççĕ.

Сăмах май, лăймакаллă ÿслĕк аптратсан кунне 2-3 хут çур чей кашăкĕ корицăна 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштарса ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.