Шăтăк-путăка вăхăтлăх саплас ĕçе васкатмалла

18 Пуш, 2019

Транспорт министрĕн тивĕçсене вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Павлов ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлура автоçулсене пăхса тăрас ыйтупа сăмах илчĕ.

Кăçал çулсен 74 километр тăршшĕ сыпăкĕсене юсама палăртнă. Ку ĕçсене, паллах, шыв-шур тапхăрĕ вĕçленсен пуçăнĕç. Анчах паянхи тапхăр асфальтшăн уйрăмах йывăр — унта та кунта шăтăк-çурăк курăнать. Вĕсене саплама тытăннă ĕнтĕ. Хальлĕхе сивĕ асфальтпа усă кураççĕ — шăтăксене 4 пин тăваткал метр саплама ĕлкĕрнĕ. Пĕтĕмпе вара 43 пин тăваткал метра сапламалла. Çулсем сиенленесрен сыхланас тĕллевпе ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса йывăр транспорт тĕлĕшпе кăçал та чару палăртаççĕ, вăл ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен вăйра пулĕ, çак тапхăрта пысăк грузовиксен çулсем çине тухма юрамасть.

Шалти ĕçсен министрĕн заместителĕ Леонид Вакс нумай аварие шăпах çулсен пахалăхĕ тивĕçтерменни сăлтавланине çирĕплетрĕ: транспортăн хире-хирĕç юхăмĕсене уйăракан картасем тумалла, чылай çĕрте разметка курăнмасть е пачах та çук тата ытти те. Разметка тенĕрен, çĕршывăн темиçе регионĕнче ăна сарăпа ÿкерес тĕлĕшпе сăнав ирттереççĕ. Евгений Павлов палăртнă тăрăх, вăл хĕлле те лайăх курнăать — шурринчен, юрпа пĕр тĕслинчен, лайăхрах. Чăваш Ен те çак сăнава хутшăнма заявка панă. «Сăр» автоçулăн пĕр сыпăкĕнчи разметкăна сарă туса пăхасшăн.

Темăна пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев хайхи шăтăк-путăка вăхăтлăх саплас ĕçсене васкатмалли пирки каларĕ, çав вăхăтрах асфальта шыв кÿлленчĕкне пăрахни пулмалла мар — апла хăтланнин сиенĕ уссинчен пысăкрах. Ĕçсене кану кунĕсенче, çĕрле — çулсем çинче транспорт сахалрах чух — пурнăçлани вырăнлă. Çав вăхăтрах юсав валли уйăракан укçапа тирпейлĕ усă курасси пирки те манмалла мар. Кун пирки каланă май вăл Çĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕн тата тепĕр сотрудникĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлтерчĕ. Куншăн химиксен хулин сити-менеджерне сăмах тиврĕ: «Администрацин должноçри икĕ çыннине айăплаççĕ. Эпĕ унашкаллинчен сыхланмалли пирки асăрхаттарнăччĕ — эппин, эсир тивĕçлĕ мерăсем йышăнман…»

www.hypar.ru

Комментари хушас