Шедевр торт пĕçерсе чăвашлăха аталантараççĕ

26 Ака, 2018

Чăваш Ене килекен сумлă хăнасене мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ши? Юлашки вăхăтра вĕсем валли парнелĕх торт хатĕрлеме ыйтаççĕ иккен! Кама мĕнли килĕшнине маларах пĕлме тăрăшаççĕ. Чăвашсен чи сумлă парнесенчен пĕри — кĕпе. Çавна шута илсе пĕр çынна чăваш кĕпи-торт парнеленĕ. Унта ваттисен сăмахне çырнă. «Кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр» тенĕ. Хайхискер тĕлĕннипе парне торт пулнине ĕненмен. Пылак тĕнчин ăстипе, Шупашкарти «Планета» кондитерскинче ĕçлесе чăвашлăх аталанăвĕнче тÿпе хывакан Ирина Щетининăпа сире те паллаштарар-ха.

«Шупашкар ăçта вăл?»

Икĕ теçетке çул каялла торт шахмат хăми, машина, хĕрарăм сумки, пукане, футбол уйĕ, кроссовка евĕрлĕ пулаять тесе никам та шухăшламан. Çакăн пек тортсене пирĕн патра шăпах «Планетăра» тума пуçланă. Чи хăюллă шухăшсене пурнăçа кĕртекенсем — кондитерсем. Ирина Анатольевна çак ĕçре 24 çул тăрăшать. 19-та кондитерта ĕçлеме пуçланăскерĕн хавхаланăвĕ кунран-кун ÿсет. Унашкал ăстасем республикипе темиçе çеç. Пултарулăх сукмакĕ мĕнрен пуçланнă-ши?

«Тĕрĕссипе, эпĕ вĕрентекен е воспитатель пулма ĕмĕтленеттĕм. Анчах И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППИне вĕренме кĕмешкĕн балл çитеймерĕ. Вăхăта сая ярас мар тесе Шупашкарти 20-мĕш професси училищине çул тытрăм, кондитера вĕренме кĕтĕм. 2-мĕш курсра кондитерскине практикăна ячĕç. Тутлă, çăварта ирĕлекен пирожнăйсемпе тĕрлĕ торт пĕçерме килĕшрĕ. Пылак çимĕç юратакансен «çăтмахĕпе» сыв пуллашаймарăм», — йăл куллине пытараймасăр пĕлтерчĕ кондитер. Ирина Анатольевна мĕн ачаран ÿкерме, тăмран тĕрлĕ кÿлепе хатĕрлеме кăмăлланă. «1904 çулта çуралнă асанне тĕрĕ тĕрлеме вĕрентрĕ. Хальхи пек хатĕр эрешсем пулман. Асанне ÿкерчĕк тума, пĕр- пĕринпе килĕшсе тăракан тĕссене суйлама хăнăхтарчĕ. Шел, ача чухне ÿнер шкулĕнче ăс пухаймарăм. Унта пултарулăха аталантарăттăм», — сăмаха малалла тăсрĕ Ирина Анатольевна.
Республикăра хальлĕхе 23 специалистăн «Раççей Федерацийĕн мастер-кондитерĕ» чи пысăк Хисеп палли пур. Ирина Щетинина çав шутра. Мухтанмалли, чăнах та, пур. Кондитерсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче иртекен пултарулăх ăмăртăвĕсене çитеççĕ. Вĕсенче чăваш культурипе, йăли-йĕркипе паллаштараççĕ. «Халĕ нумайăшĕ пирĕнтен малтанхи пек «Шупашкар ăçта вăл?» тесе ыйтмасть. Эпир кунашкал конкурссене чăваш наци тумне те илсе кайма тăрăшатпăр, мĕншĕн тесен кашни халăх ыттисен çи-пуçĕпе кăсăкланать. Мероприятисенче голландсем, сербсем тата ытти халăх пирĕн пата пыраççĕ. Азербайджанри Габала хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фестивальте чăваш тумĕ тăхăннă ĕçтешĕмĕр çумĕнчен халăх татăлма пĕлмерĕ: пурте сăн ÿкерĕнесшĕн, кĕпе çинчи вăл е ку эреш мĕне пĕлтернине ыйтаççĕ. Ĕçтеш кашнине тĕплĕн ăнлантарса пачĕ», — пĕлтерчĕ кондитерски ертÿçи Луиза Дроздова. 

Тĕрĕ тĕрлекен Нарспи тĕлĕнтернĕ

2014 çулта Люксембургра йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери кулинари кубокĕнче «Арт-класс» номинацире чăваш кондитерĕсем ылтăн медале тивĕçнĕ. Ĕçне ушкăнпа шухăшласа кăларнă, ăна хатĕрлекенĕ — Ирина Щетинина. «Нарспи» торт — тĕрĕ тĕрлекен чăваш хĕрĕ — халăха тыткăнланă. «Ăмăртăва хутшăнас умĕн конкурс йĕркипе паллашатпăр. Вăл питĕ çирĕп. Акă хăшĕ-пĕрне 1 метр çÿллĕш, 50 сантиметр сарлакăш ĕçе кăна тăратма юрать. Люксембургра йĕркеленинче ĕçе хамăр патра хатĕрлеме ирĕк пурччĕ. Çакă пире илĕртрĕ. Конкурс умĕн çур çул маларах мĕнлерех ĕç тăратасси пирки шухăшларăмăр. Халĕ мĕнпе тĕлĕнтерме пулать? Шăккалатпа карамеле пур çĕрте те куратпăр, ывăнтарчĕ ку. Хамăр пуянлăхпа, наци сĕмĕпе усă курас терĕмĕр», — пĕлтерчĕ ăста.
Ушкăн композици шухăшласа кăларнă. Кÿлепе «хытса тăнăскер» мар, ĕçлекенскер пултăр тенĕ. Арча çинче ларакан Нарспи тĕрĕ тĕрлет. Юнашар çурта çунать, çипсемпе хачă выртаççĕ. Пурте çимелли! Ĕçе виçĕ техникăпа усă курса тунă. Арча, Нарспи кÿлепи, çи-пуç, канва — сахăр çăнăхĕнчен хатĕрленĕ мастикăран. Çурта çулăмĕ — карамельрен. Йĕп куçне çип тирнĕ. Ăна вара çĕпресĕр хăпартнă чустана çÿ-ÿхен якатса тунă. Ĕçе пахалакан комиссие йĕппе çип калама çук тĕлĕнтернĕ. Карçинккари тĕркесенче те тĕрлĕ тĕслĕ çип пулнă. Малтанхи тапхăрта торта сăн ÿкерсе ярса панă. Ăна Люксембурга илсе çитермешкĕн Чăваш Енри кулинарсен ассоциацийĕн председательне Николай Уездныйне шаннă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.