Шел, сĕте шыв хушаççĕ

31 Пуш, 2015

Сĕт пахалăхĕ çинчен сăмах тапратсан килти хуçалăхра ĕне усракансем: "Пирĕн продукци пирки иккĕленмелле мар!" - теççĕ. Çапах та редакцие тепĕр майлă информаци килме тытăнчĕ. "Хыпар" вулаканĕсене унпа та паллашма сĕнетпĕр.

Йĕпреç районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Валентина Иванова мартăн 18-мĕшĕнче поселокра иртнĕ канашлура çапла каланă: "Килти хуçалăхсем паракан сĕт пахалăхне тĕрĕслеме февральте 700 тĕслĕх илтĕмĕр. 113-шĕ сĕте шыв хушнине çирĕплетрĕ! Пирĕн специалистсем мартăн 17-мĕшĕ тĕлне лабораторие 255 тĕслĕх илсе килчĕç. Продукцие шыв хушни 37-шĕнче палăрчĕ!"

Канаш районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Михаил Кошкин пĕлтернĕ тăрăх - сĕт пахалăхне тĕрĕслеме лабораторие 2014 çулхи августран пуçласа 2015 çулхи февральччен 8440 тĕслĕх леçнĕ. Пĕлтĕрхи августпа сентябрьте 256-177-шĕнче 1-49% шыв пулнине тĕпчесе пĕлнĕ. Иртнĕ уйăхра 32 тĕслĕх 1-33% шыв тытса тăнине çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе продукци паракансене паллаштарнă, сĕте ÿлĕм те тишкерессине пĕлтернĕ.

Шупашкар районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи Сергей Ефремов мартăн 24-мĕшĕнче ертсе кайнă ушкăн Ишлей ял тăрăхĕнчи Мускаринкасси, Шайкилт, Хурамакасси, Курак Чурачăк, Кивьял Чурачăк, Чармак, Мăттикасси, Матикасси, Çĕньял Покровски ял тăрăхĕнчи Пархикасси, Вашук ялĕсенчи ĕне усракансемпе тĕл пулнă, продукци сутакансене унăн пахалăхне ÿстерме чĕнсе каланă. Сĕт пуçтаракансем патне ЧР Патшалăх ветеринари служби хатĕрленĕ продукци паракансемпе йышăнакансен хушшинче çирĕплетекен килĕшÿ проектне çитернĕ. Килти хуçалăхсенчен сĕтĕн 37 тĕслĕхне илнĕ. Пурне те лабораторире тĕрĕсленĕ. 6-шĕ сĕте шыв хушнине çирĕплетнĕ. Ветстанци ытти ял тăрăхĕнче те çавнашкал тĕрĕслев ирттерет. Сĕт пуçтаракансенчен вăл начар пахалăхлă продукци хакне чакарса, лайăххишĕн ÿстерсе тÿлеме ыйтать.

Мартăн 19-мĕшĕнче ЧР Патшалăх ветеринари службин коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Сергей Скворцов ертÿçĕ район-хулари чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станцисен ертÿçисене сĕт пуçтаракансемпе канашлу ирттерме, предпринимательсемпе /продукци пухакансемпе/ ĕне усракансен хушшинче çирĕплетме пăхнă килĕшÿ /ăна Патшалăх ветеринари служби хатĕрленĕ, ЧР Ялхуçалăх министерствипе килĕштернĕ/ тĕслĕхне вĕсем патне çитерме хушнă. Малашне ĕне усракансемпе сĕт туянакансен хутшăнăвне çав документа алă пусса йĕркелемелле. "Продукци пуçтаракансен сĕт паракансемпе унăн пахалăхне кура татăлма пуçламалла", - терĕ Сергей Иванович "Хыпар" журналистне. Çапла вара ветстанцисем вун-вун килти хуçалăх сĕте шыв хушнине çирĕплетеççĕ.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.