ШĔШКĔ ÇУЛÇИ, ПЫЛАК ТЫМАР

10 Кăрлач, 2014

Сивĕ çанталăкра ар парĕн аденоми вĕрĕлме пултарать. Çавăнпа арçынсен шăнасран асăрханмалла, чир аптратма пуçланине сиссенех килти мелсемпе сипленмелле.

  • 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ шĕшкĕ çулçине /типĕтни те лайăх/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине лартса 15 минут пиçĕхтермелле. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
  • 2-3 чей кашăкĕ çумăр курăкне /спаржа лекарственная/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине лартса 15 минут пиçĕхтермелле. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
  • 2-3 чей кашăкĕ çумăр курăкне тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ярса 5 минут вĕретмелле. Пĕр кунра ĕçсе ямалла.
  • 1 апат кашăкĕ çумăр курăкĕн вĕтетнĕ тымарне 200 миллилитр шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Кашни 4 сехетре 3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ пылак тымара /корень солодки/ çур литр шыва ярса 15 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 3-шер апат кашăкĕ икĕ-виçĕ эрне ĕçмелле.
  • 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хупах тымарне çур литр шыва ярса 10 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн пĕрер черкке 2-4 эрне ĕçмелле.
  • 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ пыл курăкне /медуница/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 20 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • 1-ер пай утмăл турат чечекне, пылак тымара, 3 пай упа çырлин /толокнянка/ çулçине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 15-20 минут маларах 2-3-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  • 1-ер апат кашăкĕ мелисса çулçине, кушак курăкĕн /валериана/ тымарне, 2-шер апат кашăкĕ хур урине /лапчатка гусиная/, рута курăкне хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 30 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Тÿрех ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.