Шкулсем ачасене кĕтеççĕ

14 Çурла, 2017

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать вĕт, çавăнпа та республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ку хутĕнче шăпах вĕрентÿ ыйтăвĕсенчен пуçлани ăнсăртран мар.

Михаил Васильевич чи малтанах Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе ăмăртусенче малти вырăнсене йышăннă ачасен вĕрентекенĕсене хавхалантарасси çинчен калакан документа алă пусни пирки пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 25 педагог, тупăшусенче 1-мĕш вырăн йышăннă ачасене хатĕрленисене 250-шар пин тенкĕ тÿлĕç.  Çавăн пекех чĕлхе енĕпе халăхсен хушшинчи олимпиадăсенче палăрнă ачасен вĕрентекенĕсене те хавахалантарма йышăннă: çĕнтерÿшĕн — 100-шер пин, призерсемшĕн — 50-шар пин тенкĕ.

Шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленипе вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев паллаштарчĕ. Республикăра паян 942 вĕрентÿ организацийĕ. Шкулсен 90% ачасене йышăнма хатĕр те ĕнтĕ. Юсав, ытти валли кăçал 531 миллион тенкĕ уйăрнă. 180 пин учебникпа пособи туяннă — 60 миллион ытла тенкĕлĕх.

Кăçал партăсен хушшине пĕтĕмпе 134 470 ача ларĕ /пĕлтĕр 130,2 пине яхăн пулнă/. Çав шутра 15,5 пине яхăн ача шкула пуçласа килет — 1-мĕш класа. Палăртма кăмăллă: çак цифра та иртнĕ çулхинчен палăрмаллах пысăкрах. Ачасем йышланни /Шупашкарта 4 пин шкул ачи хушăнать/, Юрий Николаевич палăртнă тăрăх, тĕп хулари 2-мĕш сменăпа çыхăннă ыйтăва та çивĕчлетет. Гладков урамĕнчи çĕнĕ шкул хута кайни те çивĕчлĕхе сиреймĕ — 2-мĕш сменăна çÿреме тивекенсен шучĕ пурпĕр пысăкланĕ. Çитес çул Сад микрорайонĕнче, Çĕнĕ хулара, "Волжский-3" микрорайонта çĕнĕ шкулсем тума пуçламашкăн палăртнă.

Рубрика: 

Комментари хушас