Шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ тата воспитани илеççех

Нумаях пулмасть Тăвай районĕни шкулсенче «Çĕнтерÿ ялавĕн хуралçи» акци иртнĕ. Кашни кун ялав тĕрлĕ шкула куçса çÿренĕ, вĕренекенсем черетпе хурал тăнă. Йăнтăрчă шкулне пырса кĕнĕ чухне ялава Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин гимнĕ «Священная война» янăранă вăхăтра Мушар шкулĕн вĕренекенĕсем илсе кайрĕç.
Физкультура вĕрентекенĕНиколай Степанов ачасемпе туслă пулни, çав хушăрах вĕсене çирĕп тытни палăрчĕ. «Пирĕн шкулта спортсмен пулмалли çын нумай. Асăрхама çеç пĕлмелле», — терĕ Николай Петрович.
Эппин, вĕренекенсем тивĕçлĕ пĕлÿ тата патриотла воспитани илеççех кунта. Спортра та çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Унсăр пуçне юрра-ташша та пултараççĕ. Пĕлÿ тĕнчине шалтан-шала кĕрсе пыма пачах та çăмăл мар. Хăшĕсене математика, физика евĕр предметсем çăмăллăн парăнаççĕ, теприсем гуманитари ăслăлăхĕсемпе интересленеççĕ.

Компьютер тĕнчи илĕртет

«Пур енлĕн аталаннă каччă», — теççĕ ун пирки вĕрентекенсем. Вăл – 9-мĕш класра ăс пухакан Владимир Петров. Арçын ача пĕлтернĕ тăрăх, вăл шкулти пур предмета та юратать. Ячĕшĕн çеç мар, тĕплĕн вĕренме тăрăшать.
«Эпĕ йăлтах пĕлетĕп теместĕп, çапах та хама кирлĕ экзаменсене ăнăçлă тытасса шанатăп. Килте уроксене пурнăçланисĕр пуçне атте-аннене те пулăшмалла. Асанне вĕрентнине ăса хыватăп, ватă çын калани малашлăхра кирлĕ пулĕ», — терĕ каччă. Районта пурĕ çирĕм пĕр предметпа олимпиада иртет пулсан кăçал вăл вун улттăшне хутшăннă. Тăваттăшĕнпе призер пулма тивĕçнĕ. Паллă программист пулма ĕмĕтленет Володя. Çавăнпа та пушă вăхăтра çĕнĕ программăсемпе ĕçлет, компьютер тĕнчи илĕртет ăна. Каччă — ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ.
Владимир пĕр класра вĕренекен Артемпа кĕçĕн классенчех спортпа туслашнă. «Ирхине, уроксем пуçланиччен, чупма пуçларăм. Юлташ хĕтĕртнипе пулчĕ ку. Çăмăл атлетикăпа туслашни савăк кăмăл парнелерĕ», — пĕлтерчĕ Володя. Чупассисĕр пуçне хăвăрт утассипе ăсталăхне туптать каччă.

Чăн-чăн артист пекех

Артем Александров вăрăм дистанцисене юратать. «Спорт сывлăха çирĕплетет», — тет каччă. Хăвăрт утассипе тата чупассипе час-часах республикăри ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнать. «Юлашки тупăшăва аса илес пулсан виççĕмĕш вырăншăн тăрăшни куç умне тухать. Малта пыраттăмччĕ. Тем вăхăтра икĕ арçын ача манран иртрĕ. «Эх, виççĕмĕш вырăн те пулин манăн пулинччĕ», — шăла çыртрăм эпĕ. Çапла пулчĕ те. Ăмăрту вăхăтĕнче малтисен ретĕнче пулассисĕр пуçне тек ним пирки те шухăшлаймастăн», — пайланчĕ туйăмĕсемпе Артем.
Спорт çеç-и? Артем сăвă вулама кăмăллать. Илемлĕ вулав конкурсĕсене çулсерен хутшăнать. Пĕррехинче Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Иван Иванов каччăра пултарулăх пуррине палăртнă. «Артем чăнах та артист пекех. Сцена çинче вăл хăйне килĕшÿллĕ тытма пĕлет», — пĕлтерчĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Галина Васильева.

 

«Тухтăр пулма ĕмĕтленетĕп»

«Пиллĕк» паллăпа çеç вĕренекен Диана Воробьева вырăс тата чăваш чĕлхисене юратать. Апла пулин те пулас профессине медицина енĕпе çыхăнтарасшăн: «Тухтăр пулма ĕмĕтленетĕп. Эпĕ пилĕк çултаччĕ. Кукаçи йывăр чирпе выртатчĕ. Мĕн тери юратнă-çке эпĕ çывăх çыннăма! Манăн ăна сыватас килетчĕ. Анчах та… Çавăнпа та мĕн пĕчĕкренпе эпĕ хирург пуласшăн». Малалла вулас...

Валентина ФЕДОРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.