Шупашкар - ĕç мухтавĕн хули

24 Çурла, 2019

Çакна çирĕплетсе паян тĕп хулари пысăк предприятисен коллективĕсем Республика тÿремĕнчи сцена çине çĕкленчĕç. «Шупашкар — ĕç мухтавĕн хули» фестивальте хăйсем Чăваш Ен экономикине çирĕплетме, аталанăвне вăйлатма тÿпе хывнисĕр пуçне юрлама-ташлама пултарнине те кăтартса пачĕç.

Уява килниĕ хăнасене, фестивале хутшăнакансене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн ертÿçи Алексей Ладыков саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Фестиваль, тĕпрен илсен, предприяти-организаци аталанăвĕ тăрăх тăван хуламăрăн, чи малтанах мухтавлă ĕçченсен, кун-çулĕпе паллаштарать. Тĕслĕхрен, В.И. Чапаев ячĕллĕ завод, «Акконд» кондитер фабрики, Электроаппарат завочĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче продукци кăларма пуçланă, Троллейбус управленийĕ кăçал 55 çулхи юбилейне паллă турĕ. «Водоканал» предприяти 90 çул урлă каçнă… Вĕсем çĕнелсе аталаннинче, хăватланнинче, паллах, ĕç çыннин алли пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак тата ытти предприятире çĕр-çĕр çын вăй хунă, ăсталăхне ламран-лама, ăруран ăрăва куçарса пынă. Çавна май çемьесенче ĕç династийĕсем йĕкреленнĕ. Кун йышшисем пирĕн хулара сахал мар. Вĕсенчен чылайăшне фестиваль вăхăтĕнче тав сăмахĕ каласа чысларĕç.

Сăмах май, фестиваль Шупашкарта кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртет. Вăл тĕп хулари мĕн пур предприяти-организаци ĕçченне пĕрлештерет, çын ĕçпе сумлине, юрă-ташăпа илемлине кăтартса парать.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас