Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава пилленипе

13 Раштав, 2014

Декабрĕн 12-мĕшĕнче, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсемшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Хаçат-журнал кăларас кулленхи кăткăс ĕçре те Православи тĕнне тытса пурăнма тăрăшакансем кăнтăрла çитеспе Пичет çурчĕн 3-мĕш хутне пухăнчĕç. Кунта Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕн-тĕп редакторĕн Валерий Туркайăн ĕç пÿлĕмне кĕлĕ вуласа тасатрĕ, çăмăл мар ĕçре вăй-хăват сунса пурне те пил пачĕ.

Высокопреосвященнейший Варнава /Владимир Викторович Кедров/ Валерий Владимировича Çăлаканăн турăшне тата Иерусалимран илсе килнĕ Сăваплă Хĕресе парнелерĕ. «Хыпар» ĕçченĕсем – кăмăл пуррисем пурте – Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава аллинчен Хăватлă ĕçсем тăвакан Хусан Турамăшĕн Сăнне илме пултарчĕç. Владыко панă çак пĕчĕк турăшăн хăвачĕ питĕ пысăк – ăна 2001 çулта Шупашкар епархине килнĕ Мускавăн тата пĕтĕм Руçăн Святейший Патриархĕ Иккĕмĕш Алексий пиллесе хăварнă.

Вăтăр тăххăрмĕш çул Чăваш епархине ертсе пыракан Варнава пирĕн тăрăхри халăхпа питĕ кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ, чăвашсен хăйсен тăван чĕлхине упраса малалла аталантарас пархатарлă тĕллевне чунтан ырларĕ. Ăна пулăшма килнĕ Гурий /Данилов/ архимандрит Çĕнĕ Халал сыпăкĕсене тата И.Я.Яковлев куçарнă Псалтыре чăвашла вуласа пачĕ, Издательство çуртĕнчи ĕç пÿлĕмĕсене кĕлĕ вуласа тасатрĕ.

Раиса ГУРЬЯНОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.