Шупашкара, ăмăртăва!

26 Юпа, 2018

Çитес çул çăмăл атлетика енĕпе Пĕтĕм Раççей шайĕнчи 100-мĕш ăмăрту Шупашкарта иртĕ.

Чăваш Республикин тĕп хулинче наци чемпионачĕ 6 хут иртнĕ — 2002, 2009, 2011, 2012, 2015, 2016 çулсенче. Тĕрлĕ регионран çитнĕ спортсменсене Шупашкарта хăтлă. «Олимп» стадионри газиона тĕпрен çĕнетнĕ, чупу çулĕсене улăштарнă, çăмăл атлетика секторĕсене çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. Стадиона тĕнче шайне çитернĕ.

Черетлĕ тупăшăва йышăнассишĕн икĕ хула тупăшнă: Хасан тата Шупашкар. Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетка президиумĕ Чăваш Ене шаннă. Турнир утă уйăхĕн 24-27-мĕшĕсенче иртĕ.

www.hypar.ru

 

Рубрика: 

Комментари хушас