Шупашкара «Орел и решка» килме пултарать

22 Нарăс, 2018

«Пятница» телеканалти «Орел и решка» паллă кăларăм черетлĕ сезона хамăр çĕршыврах ирттерессине пĕлтернĕ. Ăна хăш регионта йĕркелессине сасăлав мелĕпе палăртаççĕ.

Телеканал сайтĕнчи сасăлав пуçланнă ĕнтĕ. Сасăлава кирек кам та пĕр хут хутшăнма пултарать. Списокра Шупашкар та пур: хальлĕхе уншăн 1195 çын сасăланă.

 

Теги: 

Комментари хушас