Шупашкарăн 550 çулхи хаваслăн иртрĕ

Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă уявăн официаллă пайĕ каçхи 9 сехетре иртрĕ. Сцена çине республика, хула ертÿлĕхĕ тата сумлă хăнасем хăпарчĕç.

Чи малтанах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин сăмах илчĕ, пухăннисене уявпа саламларĕ. "Телей, юрату, ăнăçу сунатăп", - терĕ вăл.

Чăваш Республикин тĕп федераци инспекторĕ Геннадий Федоров РФ Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ячĕпе ырă сунчĕ: "Шупашкарта пурăнакансем, эсир тăрăшнипех паян хула çĕнелсе пырать. Вăл икĕ хутчен те "Раççейĕн чи хăтлă хули" ята тивĕçрĕ. Халăхра ăна "Атăлçи ахахĕ" тесе калаççĕ".

"Шупашкар пуянлăхĕ вăл эсир - ырă кăмăллă, ĕçчен, çĕршыва юратакан тата ăна аталантарас тесе пĕтĕм вăя пама хатĕр çынсем. Çирĕп пĕлетĕп: хула малалла тата аталанса пырĕ", - терĕ вăл.

Уява пухăннисене Чăваш тата Шупашкар митрополичĕ Варнава, Шупашкар хула пуçлăхĕ Евгений Кадышев, администраци пуçлăхĕ Алексей Ладыков, "Вĕршĕнсем" пилот ушкăнĕ саламларĕç.

Сцена çине хула аталанăвне пысăк тÿпе хывнисем тухрĕç. Шупашкар юбилейне халалласа кăларнă медальсем хăйсен хуçисене шыраса тупрĕç.

Вера ШУМИЛОВА.

www.hypar.ru

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас