Шупашкарта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене саламланă

22 Нарăс, 2019

Раççейĕн патшалăх чиккисене сыхласа, ирĕклĕхпе пăхăнмалăха упраса хăварассишĕн сахал мар юн тăкма тивнĕ. Апла пулин те паттăр ывăлĕсемпе хĕрĕсен паттăрлăхне пула кирек епле хирĕç-тăруран та Çĕнтерÿпе тухма пултарнă.
Ыран - Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен уявĕ. Паян вара тĕрлĕ вăхăтра çĕршыв пĕрлĕхне упраса хăварассишĕн çапăçнă паттăрсем, хальхи вăхăтра çĕршыв хÿттинче тăракансем тата малашлăхра вĕсен ĕçне малалла тăсма хатĕрленекенсем Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пухăнчĕç.
Чăн-чăн арçынсене - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене - уявпа ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ыттисем саламларĕç. Иван Борисович çавăн пекех ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа пачĕ. Служба тивĕçĕсене çÿллĕ шайра пурнăçлакансем, общество ĕçне хастар хутшăнакансем наградăсене тивĕçрĕç. Уява савăнăçлă концерт пуянлатрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: 

Комментари хушас